15 октября 2010 г.
Юратнă тăван тавралăхра ылтăн кĕркунне хуçаланать. Сарă, симĕс, хĕрлĕ, кĕрен çулçăсем йывăçсем çинчен вĕл-вĕл вĕçсе анса çĕр питне кавирпе хупăрлаççĕ. Кунсерен çаралса пыракан йывăçсем хушшинчен яланах сип-симĕс те хитре хырсемпе чăрăшсем, кăçалхи çул уйрăмах тулăх пулнă хĕрлĕ пилеш сапакисем илемлĕн курăнаççĕ.
Кĕркунне йăлана кĕнĕ тăрăх пахча çимĕç куравне йĕркелеççĕ. Кăçалхи шăрăх çул вĕсене тулăх çитĕнтерме питех те йывăр пулчĕ. Эпир Вăтапуç ялĕнчи тĕслĕх библиотекăра вулавăш канашĕн членĕсем пулăшнипе "Выжили, выстояли, вызрели и на праздник к вам пришли" ятпа пахча çимĕç куравне йĕркелерĕмĕр. Унта "Вăтапуç ялĕнчи хисеплĕ пурăнакан" сумлă ята хамăр ялăн тĕрлĕ çулхи юбилейĕсенче ( Вăтапуç ялне кăçал - 438 çул) илме тивĕç пулнă Нина Шемякина, Раиса Шемякина, Мария Цапина тата ялти вăтам шкулта ачасене вĕрентсе тивĕçлĕ канăва тухнă Валентина Григорьева (математика), Лидия Гаврилова (кĕçĕн класри ачасене вĕрентекен), Галина Николаева (вырăс чĕлхипе литератури) хăйсен пахчинче çитĕнтернĕ "экспоначĕсене" тăратнă.
Нина Дмитриевна курава тĕрлĕрен апат-çимĕç, выльăх-чĕрлĕх кăшманĕ тата тĕрлĕ сортлă тухăçлă хăяр илсе килнĕ. Вăл "Районти чи лайăх бригадир", "Районти чи тухăçлă çĕр улми çитĕнтерекен ăста", пĕлтĕр вара "Хастар общественница" хисепсене илме тивĕçлĕ пулчĕ. Н.Шемякина Вăтапуç ял тăрăхĕнчи ĕçпе вăрçă ветеранĕсен канашне ертсе пырать. Вăл ватăсене юбилейпе саламланă çĕре тата ялта ирттерекен ытти уявсене май килнĕ таран хутшăнма тăрăшать.
Вăл мана ялан: "Ку мероприяти лайăх уяв шайнех çитет, çак темăпа çыхăннă çынсене те чĕнес. Пĕлетĕп, вĕсем турткаланса, вăтанса тăмаççĕ! Мĕн-мĕн илсе пымалла-ха уява, ку ĕçе савăнсах, пĕтĕм тулли кăмăлпа пурнăçлатпăр", – тесе хавхалантарма тăрăшать.
Раиса Максимовна курава тухăçлă купăста пуçĕсене, шултра кăшман илсе пынă. Курава килнĕ çынсем вĕсене курсан: "Эсир кăçалхи çул çакăн пек кăшман çитĕнтерме пултарнă-и;", - тесе тĕлĕнчĕç.
Мария Филипповна курава йăрăм хĕрлĕ панулмисемпе хальхи çумăрсемпе уйрăмах çăра та парка тапса тухнă сип-симĕс укроп, петрушка çыххисене, кĕрхи çулçăсемпе илемлетнĕ хĕп-хĕрлĕ палан, пилеш сапакисене, лапсăрка купăста пуçĕсене, шултăра сухан пуçĕсене илсе пынă.
"Мĕнле ÿркенмест пирĕн Мария Филипповна, ку çимĕçсемпе эпир те пуян! Анчах çакăн пек композицисене курсан кăна вĕсен пĕлтерĕшне хаклама тавçăратпăр ", - терĕç куравпа паллашакан çынсем.
Вăтапуç ялĕнче 145 çемье çĕр айĕнчи тарăн çăл-куçран илсе тăракан паха шывпа усă курать. Тавах ,Турра! Ваттисен кунĕ тĕлне çак çăмăллăхпа тата 14 çемье усă курма пуçларĕ.
"Ялти хăш-пĕр çынсен шыв килех кĕрет, хамăр тăрăшсан пирĕн те тума пулать çакна. Эпĕ халĕ отпускра, ĕçсĕр ларма хăнăхман, йывăрлăхран хăрамастăп... ", – тет мана Мускавран тăван киле курма килнĕ Юра ывăлăм, – каласа парать Мария Филипповна. - Укçа-тенкĕсĕр нимĕн те тума пулмасть. Кÿршĕсемпе канашларăмăр та ял тăрăхне кайрăмăр. Шыв кĕртес текенсем укçи-тенкине шеллеменнине пĕлтерчĕç, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ кирлĕ çынсене тупса пире ĕçе явăçтарчĕ. Вунă куна яхăн ĕç вĕресе кăна тăчĕ. Хăватлă трактор башня çумĕнчен траншея чавать, Юра ывăлăм хăй машинипе пысăк, пĕчĕк пăрăхсем тата седелка, муфта... турттарса килчĕ...
Кайăкялĕнче пурăнакан сакăр вунă çулхи Максим Артемьевич Тимофеева пысăк тав, вăл пире ял витĕр хывнă автобус çулĕ айĕнчен шыв пăрăхне чавса кăларма бур парса пулăшрĕ. Алă вĕççĕн тумалли пĕтĕм йывăр ĕçсене Валерий Тимофеев, Александр Цапин, Петр Иванов, Николай Новицкий, Николай Кужаков, Роман Гаврилов пурнăçласа пычĕç. Юлашки кун ДТ-75 тракторпа Александр Павлов шыв пăрăхĕсене вырнаçтарнă траншейăна тăпрапа типтерлĕ хупласа тухрĕ. Çапла, тăрăшса пĕр чĕлхеллĕ пулса ума лартнă йывăр ĕçе те çăмăллăнах пурнăçлама пулать".
Валентина Алексеевна куравра çынсене хăйĕн пахчинче пăхса ÿстернĕ тĕрлĕ чечек çыххисемпе тĕлĕнтерчĕ.
– Çакăн пек курав йĕркелессине маларах каласа хуни питĕ вырăнлă пулчĕ, сивĕ, тăм шăнтса ватиччен букетсене вăхăтра туса ĕлкĕртĕм, – терĕ вăл калаçăва хутшăннă май. Вăл вăтăр çул ытла тăван шкулта ачасене математика, алгебра, геометри предмечĕсене вĕрентнĕ, тивĕçлă канăва каяс умĕн завуч ĕçĕсене пурнăçласа пынă. В.Григорьева тĕрлĕрен уявсене хастар хутшăнма тăрăшать, нумаях пулмасть районти ветерансен экскурсийĕнче пулчĕ, шкулти учительсен уявĕнче тухса калаçрĕ.
Лидия Ивановна пуçтарăннисене антоновка пан улмийĕпе тата георгина, астра, гладиолус чечекĕсен çыххийĕсемпе савăнтарчĕ. 82 çулти хисеплĕ педагог яланах çынсем хушшинче пулма кăмăллать.
Галина Васильевна 1972 çултанпа 2007 çулччен шкул ачисене вĕрентнĕ. Малтан чăваш чĕлхипе литературине, унтан, 1981 çултан пуçласа, вырăс чĕлхипе литературине ертсе пынă. Галина Васильевнăпа Анатолий Петрович пахчи сăнавсем ирттерекен кĕтесе аса илтерет. Унта пĕтĕм чун çĕкленет, çак илемпе паллашакан та вĕсем пек тăрăшса ĕçлес кăмăлпа хавасланма пултарать.
Куравра тĕрлĕ çулсенче пичетленнĕ хаçат-журналсенчен касса пухса хатĕрленĕ "Рецепты заготовок на зиму", "Дачные заготовки", "Аппетитно и вкусно!", "Семейное счастье", "Доступные рецепты" папкăсем те тивĕçлĕ вырăнта. Тăрăшуллă çынсемшĕн унти сĕнÿсем те шутсăр хаклă.
Ю.НИКИТИН, обществăлла корреспондент.