15 октября 2010 г.
Вăхăт пĕр сисĕнмесĕр шав малалла шăвать. Акă, юпа уйăхне те кĕтĕмĕр. Ку тапхăрта тăхăр уйăхри ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетесси йăлара. Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчи лару-тăру çинчен район администрацийĕн АПК организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пайăн тĕп зоотехникне С.Васильева каласа кăтартма ыйтрăм. Паян вăл пирĕн редакци хăни. Акă мĕн пĕлтерчĕ Сергей Павлович:
– Пĕтĕмпе чĕрĕ виçепе 460 т аш-какай сутнă, çакă пĕлтĕрхи тапхăртипе пăхсан 94 процентпа танлашать. Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче лару-тăру çăмăл мар, кашни хуçалăхра тенĕ пекех аш-какай туса илесси чакнă, çакна мăйракаллă шултра выльăхсен йышĕ сахалланса пынипе сăлтавламалла, сыснасем вара районта пачах юлман тесен те йăнăш пулмĕ. Çав вăхăтрах выльăх-чĕрлĕх йышне чакармасăр ытти çулхинчен ытларах аш-какай туса илекенсем те çук мар районта. Сăмахран, Киров ячĕллĕ ЯХПК, "Нектар" тата "Сормовский" пĕрлĕхсем ку енĕпе уйрăмах палăрнă. Тăхăр уйăхра пĕтĕмпе туса илнĕ аш-какай виçинче мăйракаллă шултра выльăхсен ашĕ – 62,0 процентпа, сыснасен – 5 процентпа, чăх-чĕп ашĕ 33 процентпа танлашнă.
Пĕтĕмпе 3904 т сĕт суса илнĕ (99 процент). Пĕлтĕрхи çак тапхăра илсен районти хуçалăхсенчен чылайăшĕ сăвăм шайне ÿстернĕ, вĕсене асăнса хăварни ытлашши пулмĕ: "Путь Ленина", "Нектар", "Восход", "Исток", "Агат", "Сормовский", "Канаш" пĕрлĕхсем, Киров ячĕллĕ кооператив тата ыттисем. Районта икĕ хуçалăх çеç: "Восход" тата "Исток" халăхран сĕт пуçтарассипе ĕçлеççĕ.
Тăхăр уйăхра районĕпе кашни ĕнерен вăтамран 2868 кг суса илнĕ (иртнĕ çулта 2656 кг пулнă), çакă пĕлтĕрхинчен 8 процент пысăкрах. Чи пысăк кăтарту Киров ячĕллĕ ЯХПКн Атнашри ĕне ферминче, унта кашни ĕне пуçне 4017 кг сĕт сунă, "Канаш" – 3805 кг, "Агат" – 3715 кг, "Нектар" – 3175 кг, "Восход" пĕрлĕхсенче – 3124 кг. Хальхи вăхăтра сĕт рынокĕнче лару-тăру йĕркеленсе пыни сисĕнет, сĕте пысăкрах хакпа туянаççĕ. Сăвакан ĕнесен йышне чакарса лартма васкамалла мар. Сĕт сутса кирек хăçан та хавшанă хуçалăх экономикине йĕркене кĕртме пулать.
Усă куракан çĕр лаптăкĕсен 100 га пуçне 231,3 ц сĕт суса илнĕ, çакă пĕлтĕрхи шайрах. 27,3 ц (иртнĕ çул – 29,1 ц) аш-какай туса илнĕ. Киров ячĕллĕ тата "Урюм" хуçалăхсен аш-какай туса илессипе кăтарту районта чи пысăкки. Сĕт туса илессипе малти вырăна Киров ячĕллĕ ЯХПКра тата "Восход", "Сормовский" пĕрлĕхсенче тăрăшакансем йышăнаççĕ.
– Выльăх-чĕрлĕх йышĕ çулсерен чакса пырать, çакна мĕнпе сăлтавламалла;
– Район администрацийĕ тата АПК организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пай çирĕп мерăсем йышăнаççĕ пулин те выльăхсен йышĕ районта чаксах пырать. Ĕç укçи, налук парăмĕсене татас тата техника валли саппас пайсем, çунтармалли-сĕрмелли материалсем туянас тĕллевпе ертÿçĕсенчен чылайăшĕ сăвакан ĕнесене сутаççĕ. Ĕнесен йышне чакарнине хуçалăх ертÿçисем çавăн пекех фермăсенче ĕç вăйĕ çитменнипе те сăлтавлаççĕ. Фермăсенче выльăх йышĕ пĕтсен, хуçалăх арканасси те инçех мар.
Юпа уйăхĕн пĕрремĕшĕ тĕлне районта мăйракаллă шултра выльăх 3515 пуç шутланнă (пĕлтĕр тăхăр уйăхра – 3563 пуç). Выльăх-чĕрлĕх йышне районта чылайăшĕ чакарса пырать пулин те çав вăхăтрах пĕлтĕрхи шайра тытса пыракансем те пур: "Путь Ленина", Киров ячĕллĕ ЯХПКсем, "Нектар", "Канаш", "Восход", "Исток", "Родник", "Хучель", "Сормовский" тата "Агат" пĕрлĕхсем.
Ĕнесем те сахалланса пыраççĕ. Иртнĕ çулта ку вăхăт тĕлне 1413 пуç пулнă пулсан, кăçал 1339 ĕне çеç юлнă. "Урюм", "Пинер", "Мотор", "Родина" хуçалăхсем ĕнесен йышне палăрмаллах чакарнă. Киров ячĕллĕ ЯХПКна ырă тĕслĕх вырăнне илсе кăтартас килет, унта сăвакан ĕнесене йышлăн тытаççĕ. Вĕсем районта кăна мар, республикăра та кăтартуллă ĕçлесе пыраççĕ.
Кăçал тăхăр уйăхра 1177 пăру илнĕ, пĕлтĕр çак кăтарту 1101 пуçпа танлашнă. Тăхăр уйăхра 100 ĕне пуçне 68 пăру илнĕ, пĕлтĕр – 62 пуç. "Путь Ленина", "Нектар", "Восход", "Исток", "Родина", Киров ячĕллĕ, "Сормовский", "Агат" хуçалăхсенче 100 ĕне пуçне 70 ытла пăру илме пултарнă.
Районта мăйракаллă шултра выльăхсен талăкри вăтам ÿт хушаслăхĕ 450 грампа танлашнă (пĕлтĕр 448 грамм). "Путь Ленина", "Нектар", "Пинер", Киров ячĕллĕ хуçалăхсенче çак кăтарту 500 грамран та иртет. Енчен те выльăхсен талăкри ÿт хушаслăхĕ 600 грамран та пысăкрах пулсан, çак отрасль тинех тупăш кÿме пуçлĕ. Кунта вăкăрсене еплерех пăхнинчен нумай килет, паллах, вĕсене тăрантаракан апат витаминсемпе пуян тата тĕрлĕрен пулмалла.
Сыснасем районта çулсерен чакса пыраççĕ, хальхи вăхăт тĕлне вĕсен йышĕ 1568 пуç шутланать. Выльăх апачĕ хакланчĕ пулин те пĕлсе ĕçлесен сыснапа та тупăш илме пулать.
– Паянхи кун мĕн енĕпе ытларах тимлетĕр;
– Халĕ пирĕн умри тĕп тĕллевсенчен пĕри – выльăхсене хĕл кунĕсенче тытмалли тапхăра тĕплĕн хатĕрлесе çитересси. Витесене юсаса йĕркене кĕртес ĕç вĕçленсе пырать. Ку енĕпе "Канаш" пĕрлĕхре уйрăмах пысăк ĕç туса ирттернĕ, сĕт-çу комплексĕн тăррине тĕпрен çĕнетнĕ, пăрулаттармалли уйрăма юсанă, шыв пăрăхĕсене йĕркене кĕртеççĕ, сĕт сумалли çĕнĕ хатĕр вырнаçтараççĕ. "Цивиль" пĕрлĕхре пăру витине юсаса йĕркене кĕртнĕ, унта та сĕт сумалли çĕнĕ хатĕр вырнаçтарассипе ĕçлеççĕ. Витесене дезинфекциленĕ, шуратнă. Выльăхсене хĕллехи тапхăра куçарсан вĕсен кашнин умĕнчех шыв çителĕклĕ пулмалла. Çав вăхăтрах тăварпа пурă пирки те манса каймалла мар. Апат рационĕ чухăн тата унта витаминсем сахал пулнăран выльăх-чĕрлĕх продукцине чылай чухне кирлĕ шайра илейместпĕр.
А.МЯСНИКОВ калаçнă.