15 октября 2010 г.
Чĕре тата юн тымар чирĕсем анлă сарăлнă тата хăрушă чирсен йышне кĕреççĕ. Пирĕн районта пĕлтĕр çак чирсемпе 6446 çын аптăранине шута илнĕ, ку 19,2 процентпа танлашать. Иртнĕ çулта чĕрепе аптăракан 709 çынна пуçласа тупса палăртнă. Чĕрепе тата юн тымар чирĕсемпе аптăракансем вилеслĕхпе малти вырăна йышăнаççĕ. 2009 çулта юн çаврăнăшĕн чирĕсене пула 364 çын пурнăçран уйрăлса кайнă, çакă пĕлтĕр пĕтĕмпе вилнĕ çынсен 47,5 проценчĕпе танлашнă. 78 çынна иртнĕ çулта пуçласа инвалида кăларнă, вăл шутран 12-шĕ 30-39 çултисем, 19-шĕ – 40-49 çултисем, 43-шĕ – 50-59 çултисем.
Чĕре тата юн тымар чирĕсем тăрук пуçланса каймаççĕ. Çак тапхăр питех те вăраха тăсăлать. Организма çу, холестерин пуçтарăнать. Юн тымарĕсем хулăнланаççĕ, атересклероз аталанать. Кунта вара ытти чирсем (стенокардия, кардиосклероз, чĕре астми...) вăй илесси те инçех мар.
Çулсем иртнĕ çемĕн атересклероз юн тымарĕсене сиен кÿрет, чĕре патне юн çителĕклĕ пыма пăрахать, вăл "выщса" юлать. Çак тапхăрта чĕре шăпах хăйĕн çинчен аса илтерме тытăнать те.
Чĕрен тата юн тымарĕсен тăшманĕ – холестерин, вăл хутăшсен ылмашăвĕ пăсăлсан аптăратма тытăнать. Холестерин организмра пулмалла, паллах, анчах та виçеллĕ. Унăн шайĕ ÿссе кайсан юн тымарĕсен стенкисем хулăнланма пуçлаççĕ. Каярах атересклероз пуçланса каять. Юн тымарĕсем хытаççĕ, çавна май вĕсен стенкисем ванма пултараççĕ. Тăвăрланса пынă май вĕсем тăрăх юн начар çÿреме пуçлать, тромб пулсан вара пачах чарăнса ларас хăрушлăх та пур. Çакă инфаркт тата инсульт патне илсе çитерме пултарать.
Çакăн пек пулса ан тухтăр тесен тĕрĕс апатланмалла. Рациона çуллă аш-какай кĕртмелле мар. Аша пулăпа улăштарни те вырăнлă пулĕ. Пахча çимĕç, çырла ытларах çиме тăрăшмалла.
Апельсин, лимон, йĕплĕ хурлăхан, хура пилеш çырлисене, укропа, мăйăр, кавăн, кишĕр, хура тул... çини юн тымарĕсене тасатма пулăшаççĕ. Чирлĕ чĕрене валериан тата боярышник çырлисем уйрăмах пысăк витĕм кÿреççĕ. Рациона магнийпе тата калийпе пуян çимĕçсене кĕртме тăрăшмалла (помидор, абрикос, иçĕм, кăшман, салат, купăста...)
Çавăн пекех сывă пурнăç йĕркине тытса пымаллине те манса каймалла мар, лăпкă пулни те пĕлтерĕшлĕ. Кирлĕ чухлĕ çывăрмалла. Тавлашусенчен пăрăнса иртмелле.
Чылай вăхăт хушши пĕр вырăнта ларни чĕрешĕн япăх пулăм. Çавăнпа та кашни сехетренех хусканусем туса илни вырăнлă. Ытларах çуран çÿреме тăрăшăр, çакă чĕрешĕн те, сывлав органĕсемшĕн те усăллă пулĕ.
Районти тĕп больницăн методика пайĕ.