15 октября 2010 г.
Районти автоçулсем çинче кăçал тăхăр уйăхра 44 (иртнĕ çулта ку вăхăт тĕлне 56 пулнă) автоинкеке шута илнĕ, вĕсенче 10 (18) çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă, 58-шĕ (79) аманнă. Авăн уйăхĕнче 7 авари пулнă, пĕр çын вилнĕ (2), 9 çын аманнă (7). Халĕ иртнĕ уйăхра районти çулсем çинче пулса иртнĕ инкексене тĕплĕнрех тишкерсе тухар-ха.
Авăн уйăхĕн 8-мĕшĕнче районти ГИБДД уйрăмне районти тĕп больницăран шăнкăрав килнĕ, тухтăрсем Ухман ялĕнче пурăнакан хĕр упраç медицина пулăшăвĕ ыйтма пыни çинчен пĕлтернĕ. Унăн сулахай хул пуççи сусăрланнă иккен. Тĕпченĕ хыççăн çакă палăрнă, пассажир "Шупашкар-Канаш" маршрутпа çÿрекен "Газель" çинче аманнă. Инкек Атнаш ялĕ çывăхĕнче пулса иртнĕ. Маршрутка водителĕ дистанцие тытса пыман пирки умĕнче пыракан автомашина çине пырса кĕнĕ, ку фактпа адмтĕпчев пырать.
Авăн уйăхĕн 14-мĕшĕнче Канаш хулинче пурăнакан йĕкĕт скутерпа Хунав ялĕн урамĕсем тăрăх ярăнса çÿренĕ. Анчах та скутер темĕнле майпа çаврăнса ÿкнĕ. Пуçне амантнă каччăна хула больницине леçнĕ.
Авăн уйăхĕн 16-мĕшĕнче каçхине çичĕ сехет иртсен скутера пула тепĕр автоинкек шута илнĕ. Унăн хуçи, самаях сыпнăскер, Çĕрпÿ-Ульяновск автоçул хĕррипе пынă. Тем самантра вăл çав еннеллех каякан "девяткăна" çул памасăр автоçул çине сиксе тухнă. Çавна май икĕ транспорт çапăннă. Авари хыççăн ирхине пилĕк сехетре скутер çинче ларса пынă арçын районти тĕп больницăна пулăшу ыйтма пынă, вăл купарча шăммине тата аяк пĕрчисене амантнă. Тĕрĕслев пырать.
Асхва ялĕ çывăхĕнче çынсене час-часах çапса каяççĕ, чылай чухне вилмеллех. Авăн уйăхĕн 16-мĕшĕнче шăпах çавăн пек инкек пулса иртнĕ те. Елчĕк районĕнче пурăнакан водитель çул урлă чупса каçма тăнă хĕр упраçа вилмеллех çапса кайнă. Ку ĕç каç кÿлĕм тăхăр сехет тĕлнелле пулса иртнĕ.
Авăнăн 17-мĕшĕнче Çĕрпÿ-Ульяновск автоçул çинче, Воронцовка ялĕ çывăхĕнче, "семерка" кювета чăмнă. Сăлтавĕ: çул çинче ĕне вилли выртни. Патăрьел районĕнче пурăнакан водитель виле çине пырса кĕнĕ те автомашинăн управленине çухатнă... Шупашкарта пурăнакан хĕрарăм пассажир вăйлах аманнă, пульницана лекнĕ. Тĕрĕслев водитель урă пулнине палăртнă.
Авăн уйăхĕн 19-мĕшĕнче Уçырма ялĕ çывăхĕнче мотоциклист çуран çÿрекене çапса кайнă. Автоинкекре çамрăкăн ури хуçăлнă, хăйĕнчен эрех шăрши самаях пенĕ. Вăл Канаш хулинчи пульницана лекнĕ. Каярах мотоциклиста та тупса палăртнă, вăл Кивĕ Ахпÿрт каччи пулнă.
Авăнăн 20-мĕшĕнче Çĕрпÿ-Ульяновск автоçул çинче, хальхинче Сиккасси ялĕ çывăхĕнче, тепĕр автоинкек пулса иртнĕ. Канаш хулинчен Комсомольски енне кайма тухнă Шупашкарта пурăнакан водитель Сиккасси ялĕ енне пăрăнса кĕме хатĕрленнĕ автомашина çине пырса кĕнĕ. Сăлтавĕ: дистанцие пăхăнманни. Хыçалтан пырса кĕнĕ автомашинăра пулнă çынсене пурне те медицина пулăшăвĕ пама тивнĕ.
М.ЮНУСОВ, районти ГИБДД уйрăмĕн пропаганда инспекторĕ.