АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ПРЕСТУПЛЕНИСЕМ ЧАКНĂ, ÇАПАХ ТА...

15 октября 2010 г.

Районăн шалти ĕçсен пайĕн службисемпе подразделенийĕсем çул çитмен çамрăксем преступлени тăвассине хирĕç профилактика мерисем йышăнаççĕ. Кăçалхи тăхăр уйăхра район территорийĕнче ачасем тунă 8 преступление (иртнĕ çул çак тапхăрта – 14) шута илнĕ. Преступленисен шучĕ 42,9 процент чакнă. Йывăр преступленисем вара нумайланнă. Обществăлла вырăнта саккуна хирĕçле ĕç тăвасси 50,0 проц. ÿснĕ. Çул çитмен çамрăксем тунă преступленисен шайĕ - 2,8 проц. (республикăра – 4,9 проц.). Кăçал ачасем ÿсĕрле йĕркене пăснă тĕслĕхсем пулман. Шкулта вĕренекенсем преступлени тăвасси те палăрмаллах чакнă.

Хăш-пĕр фактсене илсе пăхар-ха. 2010 çулхи январь уйăхĕн пуçламăшĕнче Канаш хулинче пурăнакан пĕр арçын ача Асхвари С.А. килне çăра çĕмĕрсе кĕрсе телевизор, DVD-плеер тата аккустика системи вăрласа тухнă. Кил хуçине 12 пин тенкĕлĕх тăкак кÿнĕ.

Март уйăхĕнче Кайри Ăнтавăш ялĕнче çул çитмен арçын ача хăйĕнчен нумай çул аслă арçынпа пĕрле ватă çын килне хуçи хирĕçленине пăхмасăрах вăйпа кĕнĕ. Пенсионера хĕнесе хăварнă.

Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче Чакаç шкулĕнче вĕренекен А.В. хăйпе пĕр класра вĕренекен хĕр ачан куртка кĕсйинчен 8 пин тенкĕ тăракан телефон кăларса илнĕ.

Уçырма вăтам шкулĕнче 9-мĕш класра вĕреннĕ (преступлени тунă вăхăтра) икĕ арçын ача "Агат" хуçалăхăн тырă типĕтмелли цехĕнчен 150 метр тăршшĕ кабель вăрласа тухнă.

Малтан та судпа айăпланнă, ниçта та ĕçлемен, Мăкăр ялĕнче пурăнакан В.В. уйрăм çын тытакан магазинтан икĕ кунта 1400 тенкĕ укçа тата икĕ кĕленче шурă эрех вăрланă. Ку фактсемпе пуçарнă уголовнăй ĕçсене пурне те Канаш район судне ярса панă. Айăплисене районăн шалти ĕçсен пайĕнче учета тăратнă.

Кăçалхи тăхăр уйăхра çул çитмен 27 çамрăка учета илнĕ, 29-ĕшне учетран кăларнă. Унсăр пуçне йĕркесĕр 19 çемье (вĕсенче мĕнпурĕ 37 ача çитĕнет) милицин кулленхи тимлĕхĕнче.

Пĕтĕмпе 27 çамрăка административлă йĕркепе явап тыттарнă. Ку йышра сăра ĕçсе, "комендант сехетне" пăсса айăпа кĕнисем пур. Ял тăрăхĕсенче вырăнти специалистсемпе, педагогсемпе ĕçкĕпе туслă, ачисене воспитани парассинчен пăрăнакан çемьесене тĕрĕслетпĕр. Преступлени тăвас туртăм пур ачасем çумне педагогсемпе депутатсен йышĕнчен обществăлла воспитательсем çирĕплететпĕр. Ачасемпе çамрăксене кружоксемпе секцисене явăçтарасси те тĕп вырăнта тăрать. Районăн шалти ĕçсен пайĕ сĕннипе 5 ача "Звездный", "Изумрудный" лагерьсенче тата санаторире канчĕç. Шкулсенче "Милици тата ачасем", "Çул çитмен çамрăк", "Условник" операцисем ирттернĕ. Районти пур вĕрентÿ учрежденийĕнче те ачасемпе право ыйтăвĕсемпе калаçусем, ăнлантару урокĕсем ирттернĕ.

Л.АНТОНОВА, çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен аслă инспектор.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика