15 октября 2010 г.
Директорсен вĕрентÿпе воспитани ыйтăвĕсемпе ĕçлекен çумĕсем черетлĕ канашлура кулленхи ĕç-хĕле тишкернисĕр пуçне хăйне евĕрлĕ çĕнĕлĕхпе те паллашрĕç. Канашлу ĕçне Республикăри дистанциллĕ вĕрентÿ центрĕн ĕçченĕсем хутшăнчĕç. Центр директорĕ Алексей Дмитриев асăннă учреждени çинчен каласа кăтартрĕ. Дистанциллĕ вĕрентÿ центрĕ Шупашкарти 2-мĕш вăтам шкул (Ашмарин урамĕ, 2-мĕш çурт) никĕсĕ çинче кăçал уçăлнă. Унта республикăн мĕн пур хулипе районĕнчи сусăр ачасене вĕренме майсем пур. Паянхи куна 24 ачана 7 педагог вĕрентет.
Шел те, пирĕн шкулсенче те пур инвалид ачасем. Ура утаканнисем тантăшĕсемпе пĕрле шкула çÿреççĕ, вĕсемпе танах пур предмета та вĕренеççĕ. Çÿрейменнисем патне учительсем килĕсене çÿреççĕ. Центр вара кашни ачан характеристикине (япăх курни е куç пачах курманни, ал-ура ĕçлеменни, хăлха илтменни тата ыт. те) шута илсе ăна хăйĕн килĕнче ятарлă оборудовани вырнаçтарса парать. Çав оборудованипе усă курса ача вĕренет те. Оборудовани шутне компьютер, принтер, сканер, цифрăллă микроскоп, микрофон, наушник, пысăк хăвăртлăхлă Интернет, планшет, лупа кĕреççĕ. Кун евĕр программăна "Вĕрентÿ" наци проекчĕпе килĕшÿллĕн инвалид ачасем те ыттисемпе тан пĕлÿ илме пултарччăр тесе хатĕрленĕ. Палăртмалла: кашни ачан – хăйĕн уйрăм вĕренÿ программи.
Пирĕн районта та пур çакăн пек йĕркепе вĕренекен ача. Уçырмара пурăнакан Саша Серафимов дистанциллĕ вĕрентÿ центрĕн 5-мĕш класĕнче ăс пухать. Пурăнма вăл Уçырмарах пурăнать, анчах Шупашкарти 2-мĕш шкул вĕренекенĕ шутланать. Ăна икĕ учитель пĕлÿ параççĕ. Çак кунсенче центр ĕçченĕсем Серафимовсен килĕнче пулчĕç, вĕрентекенсем хăйсен вĕренекенĕпе компьютер экранĕ урлă кăна мар, куçа-куçăн тĕл пулса калаçрĕç, вăл урок темисене мĕнлерех ăнланнине тишкерчĕç, ĕç тетрачĕсене тĕрĕслерĕç. Сашăна вырнаçтарса панă вĕрентÿ оборудованийĕ 160 пин тенкĕ тăрать. Арçын ачана пÿрнисемпе клавиатура тÿмисене пусма хĕн пулнăран ăна джойстикпа тивĕçтермеллине шута илчĕç центр специалисчĕсем.
Саша On-Line системăпа вĕренет пулсан та хăйĕн учителĕсемпе тахçантанпа пĕлнĕ çынсем пекех хутшăнать. Урок пуçланиччен малтан пĕр-пĕрин хушшинче кашнинчех калаçу ирттереççĕ. Дистанциллĕ вĕрентÿ центрĕн 5-мĕш класĕнче пурĕ виçĕ ача вĕренет, вĕсенчен пĕри пирĕн районти Саша Серафимов. Занятисем расписанипе 9 сехетре пуçланаççĕ. Уроксене куçармалли сиксе тухсан вĕрентекен çакăн çинчен ачапа тата унăн ашшĕ-амăшĕпе калаçса татăлать. Оценкăсене журнала лартаççĕ.
Кĕскен каласан, Саша тантăшĕсем пекех шкул предмечĕсене вĕренет, анчах хăйне валли хатĕрленĕ программăпа тата компьютер урлă. Арçын ачан шăпи çапла килсе тухнă тесе пуçа усмаççĕ Серафимовсем. Малашлăха пысăк шанчăкпа пăхаççĕ. Сусăр çын сывă çынпа танлаштарсан чунпа чылай пуянраххине пĕлетпĕр вĕт. Çавăнпа та Сашăна çирĕп сывлăх, ăнăçу сунатпăр.
И.ВЛАДИМИРОВА, В.КУЗЬМИНА психолог.