АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ВУТ–КĂВАРТАН СЫХЛАНАС ТĔЛЛЕВПЕ

15 октября 2010 г.

Юлашки вăхăтра пушарсен хисепĕ, вут-кăварта çынсен пурнăçĕ татăласси ÿссе пынине кура хулапа районта пушарпа кĕрешес ĕçсене пропагандăлассине тата пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене халăх хушшине сарассине вăйлатасси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ.

Ку енĕпе ял тăрăхĕсенче профилактика ĕçĕсем туса ирттереççĕ, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем пушартан сыхланассине вăйлатас енĕпе кăларнă хушусене тĕрĕслеççĕ, ялсенче вут-кăвара сÿнтерессине, халăха пушартан хÿтĕленмелли майсене вĕрентессине епле йĕркеленине тата ирĕклĕ пушар хуралĕсем мĕнле ĕçлесе пынине, пĕвесем мĕнле лару-тăрура пулнине тишкереççĕ, пушар хăрушсăрлăхĕн ыйтăвĕсене сÿтсе явас тĕлĕшпе ял пухăвĕсене тата ытти ĕçсене туса ирттерме палăртнă.

В.ГАЛИКБАРОВА, Чăваш Республикин Патшалăх пушар сăнавĕн управленийĕн инженерĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика