15 октября 2010 г.
Чăваш кĕнеке издательстви "Чăвашла тухнă манăн чи юратнă кĕнеке" ятпа йĕркеленĕ ачасен ÿкерчĕкĕсен конкурсне пĕтĕмлетнĕ. Çĕнтерÿçĕсене виçĕ номинаципе палăртнă: "Манăн юратнă кĕнеке", "Манăн тăван ен" тата "Ман юратнă сăнар". Çулĕсене кура ачасене виçĕ ушкăна пайланă.
Пирĕн районти Кивĕ Ахпÿртри библиотекăн çамрăк вулавçи К.Салмина, вăл 12 çулта, аслă ушкăнра çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. Кристина Николай Карай çырнă "Çăкăр чĕлли" кĕнеке тăрăх ÿкерчĕк тунă. Куратпăр ĕнтĕ, кĕнеке кăларакансене унăн ĕçĕ çав тери кăмăла кайнă. Ăна тата ытти çĕнтерÿçĕсене республикăри ача-пăча библиотекинче чыслĕç, вĕсен ячĕсене "Тантăш" хаçатра пичетлесе кăларĕç.
А.ВИТАЛЬЕВ.