АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЧИ ЛАЙĂХХИСЕНЧЕН КУРАВ ЙĔРКЕЛЕНĔ

15 октября 2010 г.

Район администрацийĕн граждансен тăрăмĕн акчĕсене çыракан пайĕ сентябрь пуçламăшĕнче "Çемье – пĕтĕм ĕçсен пуçламăшĕ" конкурса сăн ÿкерчĕксем йышăнма пуçласси çинчен пĕлтернĕччĕ. Районти шкулсенче вĕренекен 60 ача конкурса хутшăнма кăмăл тунă. Нумаях пулмасть çĕнтерÿçĕсене палăртнă.

"Çемье – пĕтĕм ĕçсен пуçламăшĕ" номинацире Вăтакас Кипеч вăтам шкулĕнче 9-мĕш класра вĕренекен Ю.Иванова çĕнтернĕ. Юля 25 фотоĕç тăратнă. Унăн ĕçĕсенче çемьен чи асра юлмалли саманчĕсене кăтартнă. "Асаттепе асанне юнашар" номинаци çĕнтерÿçи – Хучел шкулĕн воспитанникĕ Т.Фомина. Таня юратнă аслашшĕпе асламăшĕ уявсене мĕнле ирттернине фотоÿкерчĕксенче сăнланă. "Туйсем" номинацире чи лайăх фотоĕçсем Вăтакас Кипеч вăтам шкулĕнче ăс пухакан Олег Андреевăн тесе йышăннă.

Чи лайăх сăн ÿкерчĕксенчен йĕркеленĕ фотокурав район администрацийĕн çуртĕнче октябрĕн 11-мĕшĕнчен пуçласа ноябрĕн 11-мĕшĕччен ĕçлĕ. Пырса курăр, ÿкĕнмĕр.

А.ВИТАЛЬЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика