15 октября 2010 г.
Вăтапуç ял тăрăхĕнче йывăç лартмалли уйăхлăх пырать. Темиçе çултан çак ялăн тĕп урамĕнче ларакан райпо лавкки çывăхĕнче кĕрхи кунсенче пилешсен аллейи хăйĕн хĕрлĕ çырлисемпе илĕртĕ. Ахальтен мар пуль пилеш çинчен çакăн пек тупмалли юмах пур: "Çуркунне симĕс, çулла хĕвелпе пиçет, кĕркунне хĕрлĕ коралсемпе капăрланать".
Çак ырă ĕçе вырăнти вăтам шкулăн вĕрентекенĕ В.Андрианов ертсе пычĕ. Аслă классенче вĕренекенсем, çак шкултан вĕренсе тухнисем, ялти культура ĕçченĕсем тăрăшса ĕçлерĕç.