15 октября 2010 г.
Уçырма ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Иванов ертсе пыракан комисси, унăн йышĕнче обществăлла хăрушсăрлăх пункчĕн пуçлăхĕ П.Матросов, С.Герасимова специалист тата тĕслĕх библиотека заведующийĕ Д.Михайлова, ваккăн сутакан магазинсенчи таварсен хакĕсене тĕрĕсленĕ. Ял тăрăхĕнче райпо магазинĕсем – иккĕ, уйрăм çынсем сутакан лавккасем те çавăн чухлех.
Тĕрĕслев вăхăтĕнче райпо магазинĕсенче сахăр песукĕн хакĕ пĕр тенкĕ йÿнелнине палăртнă. Кунта килограмне 37 тенкĕпе туянма пулать. "Василек" лавккара чăх çăмартисен хакĕ чакнă. Вуннăшне 39 тенкĕпе туянаççĕ. Зеленый поселокĕнчи уйрăм çыннăн магазинне вир кĕрпи кÿрсе килнĕ. Килограмĕ – 18 тенкĕ те 60 пус.