13 октября 2010 г.
Эрне кун районăн тĕп стадионĕнче тĕнче класлă спорт мастерĕ, Нью-Йоркри Пĕтĕм тĕнчери марафон çĕнтерÿçи, ХХVI тата ХХVIII Олимп вăййисене хутшăннă Людмила Петрова парнисене çĕнсе илессишĕн çăмăл атлетсен кросĕ иртрĕ. Пĕлетпĕр ĕнтĕ, Людмила – пирĕн ентеш. Вăл Карăклă ялĕнче çуралнă, шкулта вĕреннĕ чухне спортпа туслашнă. Каярахпа чупас ăсталăхне республикăри Олимп резервĕсен училищинче туптанă.
Ăмăртăва районти шкулсен 400 яхăн спортсменĕ хутшăнчĕ. Çанталăкĕ калама çук хитре, хĕвеллĕ, çакă кроса хутшăнакансен кăмăлне çĕк-лерĕ, старта çĕнтерÿ тăвас ĕмĕтпе тухма хистерĕ. Чăваш Республикин Гимнĕ янăранă хыççăн спортсменсене ăмăртусен тĕп судйи А.Гурьев, район администрацийĕн социаллă аталану пайĕн физкультурăпа спорт секторĕн ертÿçи В.Ильин, тĕнче класлă спорт мастерĕ О.Безуглова саламларĕç, дистанцисене лайăх кăтартупа вĕçлеме, пĕлĕве ÿстерсех пыма сунчĕç. Аркадий Гурьевич ăмăрту условийĕсемпе паллаштарнă хыççăн старта пĕрин хыççăн тепри хăйсен çулĕсен ушкăнĕсенчи атлетсем тухрĕç.
1999 çулта çуралнă тата унтан çамрăкрах арçын ачасемпе хĕр ачасем пĕр километра чупрĕç. Финиша чи малтан Шуркассинчи Коля Алексеевпа Сиккассинчи Настя Сутормина çитрĕç. 1997-1998 çулсенчисем хушшинче Чакаçри Витя Михайловпа Карăклăри Ксюша Кириллова çĕнтерчĕç. 1995-1996 çулсенче çуралнисен ушкăнĕнче Чакаçри Вася Прокопьевпа Энтриялĕнчи Алина Семеновăна çитекенни пулмарĕ. 1993-1994 çулсенче çут тĕнчене килнисенчен Вырăскас Пикшихри Лариса Орынкопа Вăтапуçĕнчи Ваня Белов дистанцине чи лайăх кăтартупа вĕçлерĕç. 1992 çулта тата маларах çуралнисем хушшинче Энтриялĕнчи Тамара Александровăпа Шуркассинчи Саша Панфилов палăрчĕç. Ветерансем те çамрăксенчен юласшăн пулмарĕç. Пĕрремĕш вырăна Шуркассинчи Валерий Павловпа Вăтапуçĕнчи Ираида Петрова йышăнчĕç.
Командăсем хушшинче Чакаç вăтам тата Хучел тĕп шкулĕсем çĕнтерчĕç. Хăйсен дистанцийĕсенче малти виçĕ вырăна йышăннă спортсменсене дипломсемпе наградăларĕç, парнесем парса хавхалантарчĕç.
В.АЧЧА.