13 октября 2010 г.
Ку ĕç пĕлтĕрхи декабрь уйăхĕн пуçламăшĕнче пулса иртнĕ. Асхва ялĕнчи ниçта та ĕçлемен тăватă арçын пĕрле пуçтарăннă та Г.В. патне çул тытнă. Ахаль те самаях хĕрнĕскерсен татах эрех ĕçес килнĕ. Çула май вĕсем татах эрех туяннă. Ĕçлес килмесен вăхăта ĕçкĕ-çикĕре ирттересси йăлара çирĕпленсе пыра пуçларĕ-çке. Мĕнле пăтăрмах, инкек сиксе ан тухтăр – нумай чухне ÿсĕр çын айăпĕпе.
Ÿсĕре тинĕс те чĕркуççи таран кăна тенĕрен анкă-минкĕленнĕскерсем хăйсене асăрхаттарнине илтмеççĕ те, ăнланмаççĕ те пулĕ. Çак арçынсем те Г.В. амăшĕ ÿсĕрсене пуçтарса ларнишĕн ятлаçнине пăхмасăрах пÿрте кĕрсе кухньăра вырнаçса ларнă. Ĕçке пуçăннă. Хытă сасăпа калаçнă, кăшкăрашнă, паллах, усал сăмахсене хутлă-хутлă "купаланă". Кил хуçин ывăлĕ шăппăнрах калаçма ыйтнине пĕри те хăлхана чикмен. Уйрăмах Д.А. хыттăн пупленĕ. Çакă Г.В.-на пушшех тарăхтарса янă. Сăмах çине сăмах – калаçу хĕрсех пынă. Г.В. тÿссе тăрайман, сĕтел хушшинчен çĕкленнĕ те хирĕç ларакан Д.А.-на кăкăрĕнчен урапа тапнă. Лешĕ урайне ÿкнĕ. Унтан ăна верандăна илсе тухнă та ал чăмăрĕпе питĕнчен темиçе хутчен çапнă, çурăмĕнчен тапнă.
Ÿсĕрле ыратнине те туйман ĕнтĕ Д.А. Харкашу хыççăн темиçе кун иртсен район больницине медицина пулăшăвĕ ыйтма кайнă. Урапа тапнăран унăн аяк пĕрчисене самаях амантнă, икĕ аяк пĕрчи хуçăлнă та.
Мĕн тетĕр, ĕçекен çыннăн суранĕ те хăвăртрах тÿрленет пулас. Вĕсем ĕçке пула сывлăха хавшатрăм тесе шутлама та пĕлмеççĕ, чирлесен те, амансан та организма эрехпе сиплеççĕ. Кун йышшисем, питĕ шел пулин те, нумайланса тата çамрăкланса пыраççĕ.
Т.НАРБУТАЕВА, следователь.