13 октября 2010 г.
Иртнĕ вырсарни кун, октябрĕн 10-мĕшĕнче, пирĕн республикăра пурăнакансем вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен суйлавне хутшăнчĕç. Эпир те ял тăрăхĕн пуçлăхне, депутатсен районти Пухăвĕн депутатне тата ял тăрăхĕн депутачĕсене суйларăмăр. Çак кун суйлав участокĕсене кайса çитес тăватă çулта хамăр çуралса ÿснĕ тăрăха ертсе пыма, ял нушине район шайĕнче татса пама пултаракан кандидатсемшĕн сассăмăра патăмăр. Кандидатсен списокĕсенчен пирĕншĕн чи тивĕçлинчен те тивĕçлĕреххисене суйласа илтĕмĕр. Суйлавра эпир шанса сасăлани вырăнти хăй тытăмлăх органне ертсе пыракана малашнехи ĕçре çитĕнÿ тума вăй-хăват парĕ.
56-мĕш суйлав участокĕ ирхине 8 сехетре хăйĕн ĕçне пуçăнчĕ. Чăваш Республикин вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен суйлавне Яманкасси ялĕнче пурăнакансем хастар хутшăнчĕç. Канмалли кун пулнăран суйлавçăсенчен чылайăшĕ сасăлава çемйисемпех килчĕç.
Пуçласа суйлава килекенсем те пулчĕç: Алиса Сергеевăпа (ÿкерчĕкре çÿлте) Диана Дмитриева кăçал пĕрремĕш хут сасăлава хутшăнчĕç. Çамрăк суйлавçăсене суйлав комиссийĕ асăнмалăх пĕчĕк парнепе хавхалантарчĕ. Аслă ăру çыннисем те суйлавран айккинче юлмарĕç. Ял тăрăхĕн пуçлăхне суйланă çĕре хутшăннисенчен чи çамрăккисем 18 çулта, чи ваттисем 102 çула çывхаракан Татьяна Гавриловăпа (аялти ÿкерчĕкре) 92 çулти салтак арăмĕ Анастасия Зайцева пулчĕç. Вĕсем иккĕшĕ те тĕрĕс-тĕкелех çÿреççĕ, тăнпа калаçаççĕ. "Сасăлар-ха пурăннă чухне, çамрăксем ĕçлеччĕр. Ял çыннисен пурнăçне çăмăллатассишĕн тăрăшчăр", – терĕç кинемейсем. Вырăнти суйлав комиссийĕнчен ятарласа уйăрнă çынсем тухса çÿрейменнисем патне ятарлă ещĕкпе пырса килтен киле сасăлаттарса çÿрерĕç.
Пĕтĕмпе Яманкассинче суйлавçăсен хисепĕ – 291 çын, вĕсенчен 54 проценчĕ сасăлава хутшăнчĕ. Ял çыннисен пысăк пайĕ Сиккасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ пулма тăратнă кандидатшăн Наталия Анатольевна Вазингешĕн, район депутачĕ пулма тăратнă Николай Витальевич Поверныйшăн сасăларĕ. Саламлатпăр вĕсене, пирĕн ял халăхĕн наказĕсене те тÿрре кăларасса шанатпăр. Пуçлăхпа ял-йышăн шухăш-тĕллевĕсемпе ĕмĕт-ăнтăлăвĕсем пĕрешкел пулсан ял аталанăвĕ те курăмлă пулĕччĕ.
И.ВЛАДИМИРОВА.