13 октября 2010 г.
Иртнĕ çулхи çурла уйăхĕнче Антонов хăй паллакан Осиповпа тата Гавриловпа (виççĕшĕнне те хушамачĕсене улăштарнă) тĕл пулнă. Лешсем ăна мăкăнь тунисенчен наркотик хатĕрлес тĕллевпе кухньăри савăт-сапапа усă курма ыйтнă, çакăншăн эрех илсе пама пулнă. Сыпма юратакана тата мĕн кирлĕ – килĕшнĕ Антонов. Темиçе хутчен те Осиповпа Гаврилов унăн хваттерĕнче пуçа анратакан, сывлăхшăн шутсăр сиенлĕ препарат хатĕрленĕ.
Кăçалхи çĕртме уйăхĕнче те Антонов хăйĕн килне Нагоркинпа Кирова (хушамачĕсене улăштарнă) усал ĕç тума "арендăна" панă. Çакăншăн вĕсем ăна йÿçĕ та хаяр шĕвек парса тав тунă.
Судра Антонов хăйĕн айăпне йышăннă. Ăна, суд тенкелĕ çине пуçласа ларнине шута илсе, икĕ çула условно пама йышăну кăларнă.
В.СНЕЖКОВ.