13 октября 2010 г.
Район администрацийĕн çул çитмен çамрăксемпе тата вĕсен прависене хÿтĕлес енĕпе ĕçлекен комиссин черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Ăна вĕрентÿ управленийĕн педагог-психологĕ В.Кузьмина ертсе-йĕркелесе пынă.
Ачисене воспитани парасси, вĕрентесси тата ÿстересси çине кирлĕ пек пăхманшăн темиçе çемьене административлă явап тыттарнă. Çĕрлехи вăхăтра обществăлла вырăна тухнă икĕ ачан ашшĕ-амăшне хыттăн асăрхаттарнă. Йĕркене пăснă икĕ çамрăк çумне обществăлла воспитатель çирĕплетнĕ.
Район больницин наркологĕ патĕнче шутра тăракан çул çитмен икĕ çамрăкăн шăпи пирки, сывă пурнăç йăли-йĕркине пропагандăласси мĕнле пулса пыни çинчен каласа панине итленĕ. Шкулсенче пуçланнă "Милици тата ачасем" акци пирки те нумай калаçнă.