08 октября 2010 г.
Кунта илсе кăтартнă ĕçсем пурте пĕр евĕрлĕрех. Вĕсем 2008 çул вĕçĕнче тĕрлĕ çĕрте пулса иртнĕ. Анчах пĕри те ырра вĕрентекеннисем мар.
Ку усал ĕç Шаккăл ялĕнче пулнă. Аллă çула çывхаракан арçынна çитĕннĕ ывăлĕ хĕрарăмпа пурăнни килĕшмен тĕр. Урăлла калайманнине ÿсĕрле пурнăçлас тенĕ пулинех. Ноябрь уйăхĕн пуçламăшĕнче хайхи эрехпе самаях хĕрнĕскер çĕçĕ илсе ывăлĕ патне çул тытнă, ăна "вĕрентсе илме" шутланă. Усал сăмахсем каласа вăрçакан арçын сассине илтсе çамрăк çын картишне тухнă. Ывăлне курсан ашшĕ унпа хирĕçме пикеннĕ, кĕтмен çĕртен çĕçĕ туртса кăларнă та ăна тăван ачин мăйĕ çине хунă. Каччă ашшĕн аллинчен хăтăлас тесе тăрмашнă чухне мăйне тата питне кастарса янă. Кунпа кăна çырлахман арçын, ывăлĕн сывлăхне сиен кÿрес тĕллевпе ăна хырăмĕнчен çĕçĕпе чикнĕ: пĕвере, апат хуранне сиенленĕ. Аманнăскерĕн хырăмне 3,5 литр юн кайнă. Тухтăрсем вăхăтра пулăшу кÿни кăна çăлса хăварнă унăн пурнăçне.
Раштав уйăхĕн варринче В.М. çын пурлăхне вăрлас шутпа Çеçпĕл ялĕнчи Л.Р. çуртне уçă форточкăран кĕнĕ. Пÿртре никам та çуккипе усă курса хăйне мĕн кирлине пĕр шиксĕрех шыранă, шкапри япаласене, кĕпе-тумтире ухтарнă. Юлашкинчен арçын пиншакĕн кĕсйинче 35500 тенкĕ укçа тупнă. Ăна хĕвне чиксе хунă та преступлени тунă вырăнтан тухса тарнă.
М.А.-на Сиккассинче япăх енĕпе кăна пĕлеççĕ. Ăс-тăн тĕлĕшĕнчен кăшт катăкрахскер малтан та судпа айăпланнă пулнă. Ноябрь уйăхĕн пуçламăшĕнче хăйĕн кил хуçалăхĕнчи сарай тăрринче икĕ кĕпçеллĕ сунар пăшалĕ, патронсем тупнă. Çакăн çинче шалти ĕçсен органĕсене пĕлтермесĕр унпа усă курма пуçланă. Милици сотрудникĕсем килсе тĕрĕсличчен пăшала пÿртре кăмака çинче усранă.
Ку кăна та мар, 2009 çулхи январь уйăхĕнче кÿршĕ урамри С.А.-па пĕрле эрех ĕçсе ÿсĕрĕлнĕ те С.И патне укçа ыйтма кайнă. С.И. укçа çук тесе хирĕçленине пăхмасăр ăна хăратса малтан 200 тенкĕ туртса илнĕ, кайран сĕтел сунтăхĕнчен 900 тенкĕ кăларса илнĕ. Кил хуçине хăйне хĕнесе пĕтернĕ.
Пуçтахла, ăссăрла ĕçсемшĕн çак çынсен пурин те саккун умĕнче явап тытма тивнĕ. Çуралса ÿснĕ вырăнтан чылай аякра пулни кăшт кăна тăна кĕртĕ-ши вĕсене;
В.ПЕТРОВ, районти милицин следстви уйрăмĕн пуçлăхĕ.