АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ÇĔНТЕРŸПЕ ТАВРĂНТĂМĂР

08 октября 2010 г.

Шупашкарта ĕç бригадисен республикăри 7-мĕш фестивалĕ иртнĕ. Унта пирĕн шкулти "Островок" ĕç бригади те хутшăннă. Ушкăна 9-мĕш тата 10-мĕш классенче вĕренекенсем (Андрей Андреев, Алина Николаева, Ольга Григорьева, Артем Волков, Андрей Павлов, Кристина Нестерова, Вероника Васильева) кĕнĕ. Бригадăна 10-мĕш класс ачи Андрей Николаев ертсе пынă. Çамрăксемпе пĕрле Шупашкара директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ О.Волкова тата шкулти социаллă педагог Е. Никифорова кай-нă.

Фестивале республикăран пĕтĕмпе 21 ушкăн хутшăннă. Эпир унта хамăр пултарулăха пилĕк номинацире кăтартрăмăр. Пире фестиваль питĕ килĕшрĕ, унта эпир тĕрлĕрен вăйăсем вылярăмăр, юрă-ташă конкурсĕсене хутшăнтăмăр, стена хаçачĕсемпе паллаштартăмăр. Хамăр çитĕнтернĕ çимĕçсен куравне йĕркелерĕмĕр. Çак конкурсра эпир 3-мĕш вырăн йышăнтăмăр, пире грамота парса чысларĕç.

Тутлă апат çинĕ хыççăн конкурссем малалла тăсăлчĕç. Пĕтĕмлетÿ тунă хыççăн пирĕн команда чи лайăх бригада ята çĕнсе илни паллă пулчĕ. Пире Чăваш Енри Вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министерствин Дипломне парса хавхалантарчĕç. Хамăр шкула эпир çак фестивальтен Дипломпа тата грамотăпа таврăнтăмăр.

Бригада ĕçченĕсем. Энтрияль шкулĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика