08 октября 2010 г.
çак шухăш тĕвĕленчĕ салам сăмахĕсенче
Кашни çыннăн ачалăхĕнче хăйĕн çăмăл мар, çав хушăрах питĕ хисеплĕ ĕçне чунтан парăннă чăн-чăн учитель пулнă. Шăпах вăл ĕнтĕ хăвна килĕшекен професси суйласа илме, пурнăçăн аслă çулĕ çине çирĕп утăмсемпе тухма пулăшать. Ытлари кун районти чи маттур вĕрентекенсене, педагогика ветеранĕсене чысласа уяв ирттерчĕç.
Савăнăçлă пухăва вĕрентÿ управленийĕн методисчĕ Н.Петрова уçрĕ. Вăл район администрацийĕн пуçлăхне В. Софронова сăмах пачĕ. Владислав Васильевич педагогсене çамрăк ăрăва çирĕп пĕлÿ тата тĕрĕс воспитани парас ĕçре ăнăçу сунчĕ, çак пархатарлă ĕçшĕн тав турĕ. Уйрăмах палăрнисене – Вăтакас Кипеч вăтам шкулĕнче вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен С.Антоновăна, математика вĕрентекен В.Васильевăна (Çеçпĕл), пуçламăш классене вĕрентекен Е.Викторовăна (Энтрияль), И. Крыловăна (Ямаш), Хучел шкул директорĕн вĕрентÿпе воспитани енĕпе ĕçлекен çумне Э.Фоминана, вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен О.Семеновăна (Ямаш) район администрацийĕн Хисеп грамотипе чысларĕ.
Федераци казначействин Чăваш Республикипе ĕçлекен управленийĕн ертÿçи И.Клюкова учительсен ячĕпе ăшă сăмахсем каланă хыççăн Чакаç вăтам шкулĕнче ачасене акăлчан чĕлхине вĕрентекен Н.Ильинана Раççей Федерацийĕн Вĕрентÿ тата наука министерствин Хисеп грамотипе наградăларĕ. Районти вĕрентÿ управленийĕн пуçлăхĕ Ю.Алексеев, Çĕнĕ Аччари пуçламăш шкул-ача сачĕн директорĕ М.Варфоломеева, хими вĕрентекен Т.Романова (Шăхасан), Хучел шкулĕн физрукĕ В.Федоров, Шăхасанти ачасен искусство шкулĕн преподавателĕ Л.Ямалиева Ирина Николаевна аллинчен "Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ" ята тивĕçлĕ пулнине пĕлтерекен ĕнентерÿ хутне тата кăкăр çине çакмалли паллăна илчĕç.
– Каçарăр та, сирĕн умра эпĕ шкул ачи пекех хумханатăп, – пуçларĕ хăйĕн сăмахне Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, "Чăвашсетьгаз" акционерсен уçă пĕрлĕхĕн тата "Чăвашрегионгаз" тулли мар пĕрлĕхĕн генеральнăй директорĕ К.Мифтахутдинов. – Сире Чăваш Енĕн Патшалăх Канашĕн депутачĕсен ячĕпе саламлама тÿр килнишĕн хама питĕ телейлĕ туятăп. Çăмăл мар, анчах та питĕ кирлĕ, пархатарлă ĕçĕр-шĕн чун-чĕререн тав тăватăп. Ача умĕнче пĕлÿ тĕнчин алăкне уçса, ăна çитĕннисен пурнăçне хатĕрлесе эсир, хаклă вĕрентекенĕмĕрсем, унăн пуласлăхĕн, çĕршывпа республика малашлăхĕн никĕсĕсене хыватăр. Иксĕлми телей, ырлăх-сывлăх сунатăп.
Унăн сăмахĕсене Патшалăх Канашĕн тепĕр депутачĕ, "Акконд" акционерсен уçă пĕрлĕхĕн генеральнăй директорĕ В.Иванов, тăсрĕ:
– Сире професси енĕпе çÿллĕ шайра, яланах ăслă, чăтăмлă пулнăшăн, профессине тата çамрăк ăрăва пĕлÿ пара ĕçе чунтан парăннăшăн тав тăватăп. Ырă та питĕ кирлĕ ĕçĕрсем яланах ăнса пыччăр, – терĕ вăл.
Хаклă хăнасем уява пушă алăпа килмен. Кияметдин Садыртдиновичпа Валерий Николаевич активлă педагогсен ушкăнне, вĕсем пĕтĕмпе вуннăн, Патшалăх Канашĕн Тав çырăвне тата преми парса хавхалантарчĕç. Çак хисепе тивĕçнисемпе сире те, пирĕн вулаканăмăрсем, паллаштарар-ха: Янкăлч тата Атнаш шкулĕсен директорĕсем С.Васильевăпа Н.Фролов, учительсем – Р.Тимофеевăпа Н.Иванова (Вырăскас Пикших вăтам шкулĕ), К.Никонов (Кăшнаруй), М. Герасимовăпа Г. Иванова (Карăклă), Н. Самойлова (Уçырма), Л. Алексеева (Шелттем), Е. Александрова (Сиккасси).
Район администрацийĕн вĕрентÿ управленийĕн пуçлăхĕ Ю. Серафимов та микрофон умне Хисеп хучĕсемпе тухрĕ. Вĕсене вăл Вăтакас Кипеч шкулĕнчи Г.Валентийпе В.Васильевăна, Карăклăри В.Михайловăпа Н.Семеновăна, Сухайкассинчи М.Ивановăна, Энтриялĕнчи И.Федоровăна пачĕ.
Вĕрентÿ управленийĕн пуçлăхĕн çумĕ С.Иванова Сиккасси вăтам шкулĕн директорне Р.Руçе юбилей ячĕпе саламларĕ, асăнмалăх парне парса хисеп турĕ. Педагогика ветеранĕсем А.Долгова, Н.Севастьянов, Л.Орлова, А. Никитина, М.Андреева, Р. Анисимова, Р.Майорова, Е. Дмитриева, Р.Сергеева ячĕпе нумай ырă та ăшă сăмахсем янăрарĕç. Хăйсене чыс тунăшăн Н. Севастьяновпа Р.Анисимова тав турĕç.
Уяв программине К.Садюров, Н.Петрова тата Н.Иванова юрланă юрăсем илемлетрĕç. Паллах, вĕсем вĕрентекенсене халалланă юрăсене шăрантарчĕç.
В.АЧЧА.