АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » СУЙЛАВА ХАТĔР

08 октября 2010 г.

Суйлав участокĕсем октябрĕн 10-мĕшĕнче иртекен вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен суйлавне мĕнле хатĕрленнине тĕрĕслени çакна кăтартса пачĕ: суйлавçăсен списокне, сасăлав пÿлĕмĕсене, сасăлав ещĕкĕсене хатĕрлесе çитернĕ. Суйлав участокĕсене комиссипе йышăннă чухне участоксен председателĕсенчен нумайăшĕ хăйсен тивĕçне пысăк яваплăхпа пурнăçланине куртăмăр. Акă, сăмахран, Виктор Федоров (Тури Юнтапари 67 "-лĕ суйлав участокĕ), Эльвира Кротова (Ачча, 13 "), Галина Афанасьева (Кушăк, 14 "), Михаил Васильев (Çĕнĕ Ачча, 16 "), Любовь Егорова (Кармами выççăлкки,65 "), Антонина Харитонова (Кайри Ăнтавăш, 40 "), Ираида Яковлева (Анат Вăрманяль, 39 "), Светлана Васильева (Ухман, 43 "), Галина Николаева (Сухайкасси, 45 ") тата ыттисем те хатĕрленÿ ĕçĕсене тĕплĕ туса ирттернĕ.

Малти Ăнтавăшри 41 "-лĕ суйлав участокĕн ĕçне (председателĕ Александр Прокопьев) уйрăммăн палăртас килет. Участока эпир ирех çитрĕмĕр, пире кунта питĕ ăшшăн кĕтсе илчĕç. Пĕрре пăхсах курăнать, кунта хăть паянах суйлав ирттерме пулать: пÿлĕмсем таса, сасăлав пÿлĕмĕсене сĕтел-пукан вырнаçтарнă. Информаци стенчĕ те пур.

П.ЕФИМОВ, районти территори суйлав комиссийĕн членĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика