08 октября 2010 г.
Ăвăспÿрт Кипеч ялĕнче "Таса шыв" программăпа килĕшÿллĕн 2006 çулта пĕтĕмпе 1,500 метр шыв пăрăхĕ хывнă. Çав çулах вырăнти вăйпа тата 500 метр пăрăх хума май килнĕ. Пăрăхне ял тăрăхĕн бюджет укçипе туяннă, техника ĕçленĕ укçана ял халăхĕ пуçтарса панă.
Çав мелпех 2007 çулта – 480 метр, 2008 çулта 1,300 метр шыв пăрăхĕ туртма май килнĕ. 2009 çулта Колхоз урамĕ шывсăр тăрса юлнă, типĕ çанталăка пула пусăсем типсе ларнă. Çынсем шыв ăсма 300-400 метрта вырнаçнă çырмана çÿренĕ. Халăх нушине айккинче хăварман, 600 метр шыв пăрăхĕ туртса 14 хуçалăха паха шыв çитерсе панă.
Кăçал авăн уйăхĕнче эпир те паха шыв ĕçме пуçларăмăр. Çуллахи шăрăх çанталăка пула тарасасем типсе ларчĕç. Хамăр ыйтупа ял тăрăхне кайрăмăр. Пире унта пулăшма хатĕр пулни çинчен пĕлтерчĕç. Хырлăх урамĕнчи 5 хуçалăха кĕçех шыв çитрĕ.
Авăн уйăхĕнчех шыв савăнăçĕ Чукун çул урамне те çитрĕ. Унта – сакăр хуçалăх. Çак çулсем хушшинче Ăвăспÿрт Кипеч ял тăрăхĕнче 3 километр ытла шыв пăрăхĕ хунă. Халĕ ял администрацийĕ çул-йĕре тирпейлес ĕçсене малалла тăсать.
Е.ПАВЛОВА. ялти библиотека заведующийĕ.