АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "ПУРНĂÇ ВĂЛ - ПĔРТЕН-ПĔР АКАДЕМИ, ЯЛАНХИ СТУДЕНЧĔ УН ЭТЕМ..."

08 октября 2010 г.

Философиллĕ, тарăн шухăшлă çак йĕркесен авторĕ - пирĕн сумлă ентеш, Канаш, Йĕпреç, Вăрнар районĕсем чикĕленекен вырăнта ларакан Çĕнĕ Шуртан ялĕнче çуралса ÿснĕ Геннадий Кузнецов поэт тата журналист. Поэзипе кăсăкланакансем, "Хыпар" хаçата тимлесе вулакансем ăна лайăх пĕлеççĕ ахăр. Геннадий Васильевич кÿршĕллĕ Йĕпреç районĕнчи "Çĕнтерÿшĕн" хаçат редакцийĕнче хĕрĕх çула яхăн тимлет. Вăлах - "Хыпар" хаçатăн вырăнти корреспонденчĕ. Тарăн шухăшлă та сулăмлă статьясем çырнă хушăрах харсăр сăвăç, поэзи анинче тухăçлă ĕçлесе, вулакан чун-чĕрине тыткăнлакан тата пăлхатакан сăвăсемпе поэмăсем шăрçалама та ерçÿ тупать.

Пичетре ăнăçуллă утăмсем тунăшăн ăна чăваш журналисчĕсен Çемен Элкер ячĕллĕ премийĕпе (1983 ç.), "Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" хисеплĕ ятпа (2004 ç.) чысланă.

Кăçал Геннадий Кузнецов "Тăван тăрăх туртăмĕ" ятлă сăвăсен пуххине пичетлесе кăларчĕ. Çак самаях хулăн кĕнекене йышлă сăвăсем, "Тарăн суран" публицистика поэми тата "Çĕркĕпер çăл куçĕ" сонет кăшăлĕ кĕнĕ. Паян "Канаш ене" вулакансене, сăмах май каласан, Геннадий Васильевич пирĕн хаçатăн шанчăклă тусĕ, кĕнекери хăш-пĕр хайлавсемпе паллаштаратпăр.

Пирвай ăна çуралнă кун ячĕпе - вăл 1943 çулхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ - ăшшăн саламлатпăр, журналистикăра тата поэзире малашне те ÿсĕмлĕн ĕçлеме ырлăх-сывлăх сунатпăр.

А.ВЛАДИМИРОВ.

ÇУРАЛНĂ КУН

Юпа. Çак уйăхăн пĕрремĕш кунĕ

Çÿхелнĕ календарь листи çине

Хур тĕкĕпе тирпейлĕн çырса хунă:

"Пĕр пĕчĕк чун килейнĕ тĕнчене".

Кĕме ыйтса, шакканă çурçĕр çилĕ

Хĕвел çути ÿкмен чÿречерен.

Виçесĕр хĕпĕртенĕ тимрĕç килĕ:

"Ÿс, ÿс, ачам, манса пур чир-чĕре".

Çи виттине тапкалашса сиресшĕн

Пулса, хускатнă май тяпписене,

Пÿрт умĕнче кĕренленен пилешĕ

Пĕрер-пĕрерĕн татнă çулçине...

Уа-а! Уа-а!çинçе саспа пĕлтернĕ

Хам килнине мĕн пур Турикаса.

"Ăраскалу телейлĕ пултăр", - тенĕ

Анне, мана ачашшăн лăпкаса.

Çав кун ирех ура çине тăратнă

"Тарçисене" хуп сăпкари "улпут".

Алран алла илсе ăна юратнă,

Сиктернĕ утьăкка вун хут... çĕр хут.

Сĕтел çинче пулман пулин те çăкăр,

Хăйне никам та: "Выçă эп", - темен.

Ÿссе çитсессĕн пĕлтĕм: пурнăç çăкĕ

Ун чух пĕр шелсĕр авнă этеме.

Хĕрмесĕрех ял-йыш юрланă юрă

Сума суса "çулпуç-аттемĕре".

Каçпа пăшăлтатса пуç çапнă: "Турă,

Вилме ан пар, çăлăнăç яр пире".

Хуйха-суйха тăраниччен тутаннă

Пулсассăн та, ман аттепе анне

"Çĕн кайăк" умĕнче вара вăтаннă

Хаш! сывласа, тăкмашкăн куççульне.

Хапха яр-уçă тăнă: кÿршĕ-аршă,

Йыш хушăннă ятпа саламласа,

Черкке çĕкленĕ. Ку хыпар-хăнаршăн

Кашнин сăн-пичĕ çиçнĕ çуталса.

Кам пулăп эп ÿссен? Хресчен-и, граф-и? -

Çамкам çине пичет çапать шăпа.

...Кĕр кунĕнче пуçланнă биографи

Йĕркисене тĕрлетĕп чĕр тарпа.

Паян эп менельник тăвап, туссемĕр,

Пурне те йыхравлатăп хам пата.

Килсемĕр, çывăх çыннăмсем, килсемĕр,

Парне тавраш ан илĕр, тупата.

Эсир килни хăех вăл - пысăк савнăç.

Ман чун-чĕре тем пек кĕтет сире.

Ĕç кăшт тăнишĕн пуçлăхсем шарламĕç:

Çын утмăл пиллĕкре пулать пĕрре.

Ăш тунсăха эп хăвăртах сиресшĕн,

Ырра шанса, пăхатăп çул çине.

Пÿрт умĕнче хĕлхем сапан пилешĕ

Татать пĕрер-пĕрерĕн çулçине.

Эп календарь хучĕсене чĕретĕп,

Кунран-кунах пырать вăл çÿхелсе.

Паян вара виçесĕр хĕпĕртетĕп,

Хĕвел шевли пырсан та шĕвелсе.

АННЕСЕМ

Чун-чĕре кăварĕпе хĕртетĕп

Çепĕç çеçке пек сăмахсене.

Эп паян хам сăввăма кĕртетĕп

Аннесен сăпайлă илемне.

Аннесем! Мăнаçлă, çĕкленÿллĕ

Туйăмпа сире ыталаса,

Чуп туса илем-и илĕртÿллĕн,

Ăшра сассăр кĕвĕ каласа!

Сирĕнте - Тăван çĕршыв кун-çулĕ,

Ун хуйхи, ун савнăçĕ тасан

Чăмăртаннăран эсир хĕрÿллĕ, -

Вунă хут хăватлă тăшманран.

Анăçран эшкер вутпа килсен те

Шанăçра ÿстертĕр сар чечек.

Май хĕвелĕ çиçессе ĕнентĕр, -

Çĕнеймерĕ çак вăя инкек.

Кашниех халь пуç таять сăваплăн

Вилĕмсĕрлĕх чысĕ умĕнче.

Аннесен ятне лартатпăр чаплă

Ылтăн палăк тăнăç çĕр çинче.

Аннесем, сире-ши кам тухатнă

Палăртмасăр хуйхăра çунма:

Ывăлусене эсир çухатнă

Ĕмĕр-ĕмĕр çирĕмре пулма.

Халĕ те кĕтетпĕр куç хупмасăр

Тĕл пулу сехечĕ çитессе.

"Пуçне хунă", "Çĕтнĕ пĕр хыпарсăр"

Тенине илместĕр тĕрĕсе.

Чечексен çурхи ачаш асамĕ

Палăк умĕнче хĕмленнĕçем,

Чĕррисем! Самантлăх шăплансамăр:

Реквием юрлаççĕ аннесем.

х х х

Аннесем - сăваплă чĕресем:

Аттесем вутра çунманнине,

Аттесем шывра путманнине,

Юмахри пек паттăр пулнине

Курса тăнă пирĕн аннесем.

Аннесем - телейлĕ чĕресем:

Ачисем вутра та çунмасса,

Ачисем шывра та путмасса,

Ашшĕсем пек паттăр пуласса

Ĕненеççĕ пирĕн аннесем.

ПУÇЛАМĂШĔ

Пуçламăшĕ - санра çĕннин ялтравĕ,

Кăвайт çутин чĕтревлĕ пайăрки.

Геологăн пĕр канăçсăр шыравĕ,

Яш сăвăçăн кăшт кăнттамрах йĕрки.

Пуçламăшĕ - ялан пĕрремĕш пусăм,

Вăрăм пусман пĕрремĕш урлашки.

Пуçламăшĕ пулмасть пулсассăн, тусăм,

Пулаймĕ нихăçан та юлашки.

ĔМĔТ

Сиктĕрме, Упакасси, Слакпуç,

Патăрьел, Çĕньял та Арапуç,

Сăкăтпа Çавал çырма, Янкас... -

Талантсем ÿстернĕ йышлă кас.

Эп телейлĕрен телейлĕ халь

Çĕр çинче кун пек ялсем пуртан.

Пултăр хурлăха мар, ырлăха:

Тăтăрччĕ вĕсен йышне... Шуртан.

ХĂÇАНЧЧЕН?

Татмăш хĕрĕпе сăмах эп татрăм,

Тăвăпăр туй, терĕм, кĕркунне.

Кĕр çитсен юратăва çухатрăм -

Татмăш хĕрĕ тухрĕ теприне.

Чун-чĕреçĕм çунчĕ, кăварланчĕ

Йăл кулсассăн Йăлмачча пики.

Хыпарне илтсессĕн чун хурланчĕ:

Маншăн кÿлĕнмерĕ туй пĕкки.

Юнтапа пики юнтармăш пулчĕ,

Хурамал пикийĕ - хурарах.

Ушанарăн ушкăнпах хĕр пурччĕ,

Хама çеç тиркерĕç йăлт, ара.

Концертра килениччен итлерĕм

Янкăлч хĕрĕн янкăс сассине.

Ăсатма пырсан: "Ан пыр эс, - терĕ, -

Сивĕтетĕн Сивçырмасене".

Мăкăр хĕрĕ турĕ мăкăр-мăкăр,

Илтеймерĕм мĕн каланине.

Тен, пĕлтерчĕ: "Курăр, пурте пăхăр

Ман çумма çак яш çулăхнине".

Уçырма хапхи те маншăн уçă,

Хĕрĕсем тиркерĕç: "Ватăрах".

Юрату пилленĕ хаклă уçă

Алăран ÿкмен-ха вăтăртах.

Хăçанччен эп, мăшăр тупаймасăр,

Урлă-пирлĕ чупăп катаччи;

Ялти хĕр çаплах каларĕ: "Мансăр

Эс шурсах пыран, Шуртан каччи".

х х х

Эсир ытла та хăвăрт хĕр пулатăр,

Шкулта вĕренекен мадоннăсем.

Эпир час ÿсменрен пиртен кулатăр:

"Сĕт шăлĕсем ÿкмен-ха;" тесе.

Эсир ытла та хăвăрт çитĕнетĕр.

Эпир сире вăрçтарнă вăхăтра

Алран-ал тытăнса кăна çÿретĕр

Ют ял каччисемпе çурхи садра.

Эсир сисмесĕрех качча тухатăр,

Пире çара ăсатнă чух вара

Пепкĕрсене савса сăпка çакатăр,

Кун-çул çыннин тытатăр хăвăра.

Эсир ытла та хăвăрт ватăлатăр.

Эпир çемье çинчен шутланă чух

Эсир "ват карчăксен" йышне тăратăр.

Мĕнех, Тур çырнинчен иртеймĕн, çук!

х х х

Алран-ал çавтăнса çеç утаттăмăр

Ун çинчен, кун çинчен калаçса.

Тÿперен çăлтăрне те тататтăмăр,

Ватлăха пач илмесĕр аса.

Çитрĕ вăл, систермесĕр-тумасăр,

Çĕрлехи вăрă пек йăпшăнса.

Пуçсене тек тытаймăпăр каçăр,

Хăй еннех çĕр туртать, иçмасса.

Çамрăк ĕмĕр самантлăх кăнашăн

Эсĕ те кулянатăн - туяп.

... Эп каллех санпала çавтăнасшăн.

Ах, анчах кансĕрлет çав... туя.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика