08 октября 2010 г.
Районăн тĕп библиотекинче Пĕтĕм тĕнчери чĕр чунсен кунне хăйне евĕр паллă тунă. "Сăмса, хÿре тата тăват ура" ятпа Шăхасан вăтам шкулĕнче вĕренекенсем валли экологи урокĕ йĕркеленĕ. Вулав залĕн библиотекарĕ Л.Герасимова "Хăвна парăннă тусу" темăпа калаçу ирттернĕ. Кунта вăл тĕрлĕ ăратлă йытăсем, вĕсем хăйсене юратсан мĕнле шанчăклă тус пулни çинчен каласа панă.
Ачасем "Пирĕн килти юратнă чĕр чунсем", "Литература конкурсĕ", "Ятсем" конкурссене интересленсе хутшăннă. "Култармăш чĕр чунсем" зоовикторина вара кашнин кăмăлне çĕкленĕ.
Мероприяти "Чĕр чунсем – пирĕн туссем" литература тишкерĕвĕпе вĕçленнĕ.
А.ВИТАЛЬЕВ.