08 октября 2010 г.
Анаткас ял клубĕнче "Çамрăксем суйлава" девизпа çамрăк суйлавçăсен кунне халалласа каç ирттернĕ. Культура учрежденийĕн администраторĕ А.Николаева калаçу-викторина йĕркеленĕ, çамрăк суйлавçăсене информаци стенчĕпе паллаштарнă. Клубра суйлавçăсен кĕтесне хатĕрленĕ. Унта вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене суйлама тăратнă кандидатсемпе паллашма пулать.
Ялти культура ĕçченĕсем тата сутуçăсем клуб тата магазин картишне çÿп-çапран тасатнă.
Энтриялĕнчи культура çуртĕнче вырăнти суйлав комиссийĕн председателĕ С.Дмитриева дискотекăна пынă çамрăксемпе суйлав çинчен калаçу ирттернĕ. Комисси членĕсем Г.Николаевăпа Е.Сергеева бюллетеньсене мĕнле тултармаллине ăнлантарса панă.