08 октября 2010 г.
Янкăлч вăтам шкулне Шупашкартан хаклă хăнасем килнĕ. Вĕсем – Чăваш Республикинчи ветерансен канашĕн председателĕ А.Филиппов, вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министрĕн çумĕ В.Алексеев.
Хăнана пушă алăпа çÿремеççĕ. В.Алексеевпа А.Филиппов вăрçă тата ĕç, Хĕç-пăшаллă вăйсен тата йĕрке хуралĕн органĕсен ветеранĕсен канашĕн президиумĕн Хисеп грамотине 10-мĕш класра вĕренекен Юлия Иванова кадета "Манăн йăх Тăван çĕршывăн 1941-1945 çулсенчи Аслă вăрçинче" историпе тĕпчев ĕçĕшĕн панă. Çак наградăнах çитĕнекен ăрăва патриотла воспитани парас ĕçри пуçарулăхпа активлăхшăн шкул директорĕ С.Васильева тата шкулти çарпа ĕç мухтавĕн музейĕн директорĕ К.Иванова тивĕç пулнă.
Аслă классенче вĕренекенсем "Этем историре. Раççей – ХХ ĕмĕр" историпе тĕпчев ĕçĕ хатĕрлесе çак енĕпе ирттернĕ Пĕтĕм Раççейри конкурса тăратнă. Вĕсем çĕнтерÿçĕсен ретне тăма тивĕçнĕ. Çакăншăн шкула 10 пин тенкĕ парса хавхалантарнă.
Хăнасем вĕренекенсене малашне те ÿсĕмсем тума суннă, ахаль çынсен, тăванĕсен шăписемпе интересленсех тăма, çĕршывăн тивĕçлĕ гражданĕсем пулма сĕннĕ. Ачасен, учительсен ушкăнĕ хисеп тунăшăн ăшшăн тав туса пысăках мар концерт лартса панă.