08 октября 2010 г.
Апат-çимĕç рынокĕнчи лару-тăрăва йĕркелеме, тавар туянакансен интересĕсене тĕпе хурса лавккасенчи хаксене йĕркелес ыйтусемпе çийĕнчех мерăсем йышăнас тĕллевпе район администрацийĕнче август уйăхĕн пуçламăшĕнчех суту-илÿ учрежденийĕсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕччĕ. Хаксене вырăнта сăлтавсăрах ÿстермелле марри пирки ăнлантарнăччĕ. Пасар-лавкка хуçисем социаллă пĕлтерĕшлĕ апат-çимĕç продукчĕсен мĕнлерех хак пулмаллине питĕ аван чухлаççĕ, мĕншĕн тесен вĕсем кашниех çак ыйтупа РФ Правительстви хатĕрленĕ хушупа паллашнă. Районти ятарлă комисси хаксен мониторингне тăтăшах ирттерет. Çак ĕçе ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене те явăçтарнă. Вĕсен кашни юн кун экономика пайне хаксен кăтартăвĕсене тăратмалла.
Сентябрĕн 22-29-мĕшĕ-сенче ирттернĕ мониторинг вăхăтĕнче суту-илÿ тытăмĕн 78 объектне тĕрĕсленĕ, вĕсенчен 35-шĕ – райпо магазинĕсем. Тĕрĕслевсен кăтартăвĕсем çапларах:
Чăх какайĕ (тукмакĕсем мар). Чăх ашне 44 лавккара сутаççĕ. Çимĕçĕн вăтам хакĕ 108,53 тенкĕпе танлашнă. Чăвашстат кăтартăвĕсем тăрăх – 107,69 тенкĕ.
Шăнтнă пулă (уйăрманни). Хаксем магазинсенче тĕрлĕрен. Путассу, мойва, сельдь пулăсен вăтам хакĕ 40 тенкĕ те 78 пус. Чăвашстат паракан хак – 57,22 тенкĕ.
Тип çу. Чăвашстат кăтартăвĕсем тăрăх, 1 литр тип çу 59,4 тенкĕ тăрать. Пирĕн лавккасенче вăл 52,69 тенкĕрен пуçласа 69 тенкĕ ("Олейна" çу) таран. Чи йÿнни – 42 тенкĕ.
Сĕт (çу виçи 3,2 проц.). Ăна 15 магазинта сутаççĕ. Сĕтĕн 1 литрĕ 29,8 тенкĕ.
Чăх çăмарти. Çÿлерех асăннă тапхăрта çăмартан 10 штукĕн вăтам хакĕ 33,3 тенкĕ пулнă. Чăвашстат кăтартăвĕ – 35,27 тенкĕ. Райпо лавккисенче ăна 29 тенкĕпе сутаççĕ.
Тулă çăнăхĕ. Магазинсенче ытларах Алтай, Челябинск, Магнитогорск тăрăхĕсенчен кÿрсе килнĕ çăнăха сутаççĕ. Шупашкар çăнăхĕ те пур. Тĕрĕсленĕ магазинсенчен 63-шĕнче сутаççĕ ăна, вăтам хакĕ 18,4 тенкĕ (Чăвашстатăн – 18,94 тенкĕ), малтанхи эрнере 19,1 тенкĕ тăнă. Чи йÿнĕ çăнăх – райпо лавккисенче – 15 тенкĕ.
Сахăр. Районти вăтам хак 37,6 тенкĕ пулнă (Чăвашстатăн – 36,78 тенкĕ). Райпо магазинĕсенче сахăр 38 тенкĕпе сутăнать.
78 магазинтан 44-шĕнче хура тул кĕрпи сутаççĕ. Хура тул кĕрпин районти вăтам хакĕ 54,77 тенкĕ пулнă (Чăвашстат кăтартăвĕ – 65,01 тенкĕ).
Лавккасенчи социаллă пĕлтерĕшлĕ продуктсен хакĕ ÿсни апат-çимĕç тата тирпейлекен промышленность предприятийĕсем хаксене пысăклатнипе çыхăннă. Апат-çимĕç продукчĕсен хакĕсене районти вăтам кăтартуран пысăклатса сутакан учрежденисен ертÿçисемпе калаçусем ирттернĕ, çакă чылай çĕрте хаксене йĕркене кĕртме пулăшнă. Акă, сăмахран, сахăрăн, пачкăллă тăварăн, тип çăвăн, хура тул кĕрпин хакĕсем халĕ малтанхинчен самай йÿнелнĕ. Малтан 15 тенкĕ тăнă батон хăш-пĕр магазинсенче 14 тенкĕпе сутăнать. Хаксен мониторингĕ малашне те ĕçлĕ. Ку тĕлĕшпе ял тăрăхĕсенчи яваплă çынсен хастартарах пулмалла.
Суту-илÿ учрежденийĕсенчен чылайăшĕ таварпа тивĕçтерекен организацисем продуктсене пысăк хаксемпе тăратнăран тăкаксем тÿснĕ. Çак çитменлĕхе пĕтерме поставщик укçа-тенкĕн ытлашши тăкакланнă суммине суту-илÿ предприятийĕн расчет счечĕ çине куçарса парать. Унпа ку çулăн тăваттăмĕш кварталĕнче апат-çимĕç продукчĕсем туянма усă курĕç.
Райадминистрацин экономика пайĕн материалĕпе усă курса
И.ВЛАДИМИРОВА хатĕрленĕ.