08 октября 2010 г.
Вăрçă участникĕсемпе салтак арăмĕсене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтермелли программа пирĕн районта ăнăçлă пурнăçланса пырать тесен те йăнăш мар-тăр. Ветерансене хваттер туянма е çурт лартма уйăрнă суммăпа усă курма ирĕк паракан свидетельствăна районта паянхи куна 109 çын илнĕ. Юн кун район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов тата 6 ветерана çак документа пачĕ. Вăтакас Татмăшра пурăнакан П.Леонтьевпа Н.Кондратьев, Сиккассинчи А.Окунев, Анаткасри Н.Максимов, Йĕрĕх-çырминчи Г.Николаев вăрçă участникĕсем тата Çĕнĕ Мамири Е.Кузьмина салтак арăмĕ çывăх вăхăтра пурнăç условийĕсене лайăхлатма пултарĕç. Владислав Васильевич вĕсене ăшшăн саламларĕ, вăрăм кун-çуллă пулма сывлăх сунчĕ.
Г.Николаев ветеран çинчен пĕр-ик сăмах çырса хăварам-ха. Вăл вăрçă тата педагогика ĕçĕн ветеранĕ. Çапăçакан çарта пулман тесе унăн пурнăçĕнче кÿренмелли самантсем пĕрре мар сиксе тухнă, анчах йывăрлăхсем умĕнче пуç усма хăнăхман Герман Николаевич. Ватă тесе ахаль лармасть вăл, хăй пурăнакан ял таврашĕнче йывăç-тĕм нумай лартать, пурнăçри çĕнĕлĕхсене асăрхаса тăрать. Пĕр 5-6 çул каялла пирĕн хаçатпа тачă çыхăну тытатчĕ. Италире партизанра çÿренĕ Çĕнĕ Мами çынни Д.Артемов çинчен интереслĕ материалсем çырчĕ. 40 çул шкулта ачасене вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ вăл. Халĕ те вăр-вар, хăлхи кăна япăх илтет. Ялта ирттерекен пĕр мероприятирен те юлмасть курăнать, Йĕрĕхçырминче тунă сăн ÿкерчĕксенче яланах куратăп ăна.
Çÿлерех асăннă ветерансен свидетельствăна илме ывăл-хĕрĕсем килнĕрен сăн ÿкерчĕкре те Г.Николаева вырăн уйăртăм.
И.ВЛАДИМИРОВА.