06 октября 2010 г.
Пирĕн районта çĕр сакăр ял: пысăккисем, вăтаммисем, пĕчĕккисем... Кашни ялăн хăйĕн сăн-сăпачĕ, çырми-çатри, пĕвийĕсемпе юхан-шывĕсем, тулăх катисемпе сĕм вăрманĕсем. Кашни ялăн хăйĕн çыннисем, кун-çулĕ, шăпийĕ, ĕçĕ-хĕлĕ.
Нумаях пулмасть Кăшнаруй ялĕ йĕркеленнĕренпе 230 çул çитнине анлăн паллă турĕç. Ăçта кăна пурăнмаççĕ паян çав ялта çунатланнă яш-каччăсемпе пикесем: Мускав, Шупашкар, Хусан, Чĕмпĕр, Омск, Кемерово, Самара... Ятарласах йыхравланă вĕсене. Çамрăк чух пĕрле ÿснĕ тус-юлташсем патне килме пурте хавас пулнă. Малтанах палласа илме те хĕн вĕсене. Çулсем чылай иртнĕрен, паллах, улшăннă.
Уяв вĕресе кăна тăрать, спонсорĕсем те нумаййăн иккен.
- Паянхи уява йĕркелесе ирттерме спонсорсем çирĕм пин ытла укçа пачĕç, – каласа кăтартать сцена çинчен ял элтеперĕ Петр Иванович Константинов. - Вăл шутран Н.Сергеев пилĕк пин, В.Филиппов виçĕ пин, Ю.Александров, Ю.Васильев, К.Никоноров, В.Семенов икшер пин, Г.Капитонов, П.Константинов тата Н.Матросова пĕрер пин пачĕç...
Петр Иванович 65 çул каялла Иван Константиновичпа Антонина Григорьевна Константиновсен çемйинче çуралса ÿснĕ. Вĕсем пилĕк пĕр тăван çитĕннĕ, пурте аслă пĕлÿллĕ ăста специалистсем.
Петя Кăшнаруйĕнчи сакăр çул вĕренмелли шкултан вĕренсе тухсан Çĕрпÿри ял хуçалăх техникумĕнче пĕлĕвне малалла ÿстернĕ. Хĕсметре пулса Тăван çĕршыв умĕнче таса тивĕçне пурнăçланă. Темиçе çул "Правда" колхозра уй-хир бригадин бригадирĕнче тăрăшнă. Эпир вăл пуçарса пынипе йĕтем çинче икĕ сменăпа тырă алласа типĕтнĕ, пÿлмисене хывнă. Çавăн пекех Ту çырма хĕрринче купăста шăварса ÿстернĕ, гараж тăррине тăм, тăпра хăпартнă. Аса илÿ авăрне лексен шухăша путатăн: çамрăклăхăн хаваслă вăхăчĕсем пулнă вĕсем. Пур ĕçре те, вăйăра та, пĕвере шыва кĕнĕ чухне те, походсемпе экскурсисенче те пирĕнпе ялан Петр Иванович бригадир пулнă.
Тăрăшуллă ĕçчене районти хуçасем те асăрханă, ăсталăхне кура ăна райком инструкторĕн ĕçĕсене пурнăçласа пыма шаннă. Çакăн хыççăн вăл пирĕн тăрăха эпир мĕнле ĕçленине хак пама, хуçалăх пуçлăхĕсене сĕнÿсем пама кăна килсе çÿренине ас тăватăп. Эпĕ çав çулсенче Кăшнаруйĕнчи ял библиотекинче тăрăшаттăм, комсомол секретарĕн ĕçĕсене пурнăçласа пыраттăм. Ентешĕмĕр хăйне мăнна хумасăр усăллă сĕнÿсем пани, хитре çырса хатĕрленĕ стендсемпе плакатсемшĕн ырă сăмахсем калани халĕ те куç умĕнчех.
Унтанпа чылай шыв-шур юхса иртрĕ. Петр Иванович Мускаври коммунистсен аслă парти шкулĕнчен вĕренсе тухрĕ, Ухман тăрăхĕнче, "Цивиль" колхоз ертÿçинче тимлерĕ. Каярах Канашри "Лакокраскăра" тăрăшрĕ. Халăха ĕçпе тивĕçтерекен биржăра тăрăшса тивĕçлĕ канăва тухрĕ.
- Халĕ Петр Иванович виçĕ çул Кăшнаруй ял старостинче вăй хурать, – калаçăва хутшăнать унăн мăшăрĕ Анастасия Ивановна. – ял илемĕшĕн, урамсен тасалăхĕшĕн тăрăшать. Май килнĕ таран тĕрлĕрен спорт ăмăртăвĕсем, конкурссем, таврана тирпей-илем кĕртсе йывăçсем лартас ĕçсене йĕркелет...
Çимĕкрен ял еннелле утнă чухне Мария Ивановна Терентьевăпа (Чăваш халăх писателĕн мăшăрĕ) калаçса пынă сăмахсем аса килчĕç:
– Эпĕ çăва çинче усă курнă хыççăн юлнă пĕр хут таткине те, пушаннă сок, лимонад кĕленчине те пăрахса хăварса тавралăха вараламастăп, ялах илсе каятăп. Пирĕн çумра Петр Иванович тăрăшнипе вырнаçтарнă пысăк çÿп-çап йещĕкĕ пур, çавăнта пăрахатăп, е выльăх апачĕ пĕçернĕ чухне хуран айĕнче çунтарса яратăп. Халĕ пирĕн ялта "Чи лайăх хушма хуçалăх" конкурс пырать, теплицăра та манăн йĕрке хуçаланать. Тата кăçал мĕн тĕрлĕ хитре чечексем акса ÿстермерĕм пулĕ... Çак кунсенче Петр Иванович кил тăрăх çÿресе хуçалăхсенчи тирпей-илеме пăхса хакласси çинчен пĕлтерчĕ.
Петр Ивановичпа Анастасия Ивановна 1968 çулта çемье çавăрнă. Анастасия Ивановна Канашри çирĕм пиллĕкмĕш тата çирĕм пĕрремĕш номерлĕ лавккасенче сутуçăра вăтăр çичĕ çул ытла ĕçленĕ. Вĕсем ĕçри хастарлăхшăн пĕрре кăна мар патшалăх наградисене илме тивĕçлĕ пулнă. Виçĕ хĕр çуратса ÿстерсе пурнăçăн аслă çулĕ çине кăларнă. Асли, Наталия, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчен вĕренсе тухнă, халĕ Канаш хулинче ĕçлесе пурăнать. Лариса Шупашкарти ача-пăча больницинче врач пулса ĕçлет. Ольга географипе экологи уйрăмĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн пĕр хушă Мускав хулинче вăй хунă, унтах Санкт-Петербург каччипе паллашса çемье çавăрнă. Халĕ мăшăрĕ çуралса ÿснĕ хулара ĕçлесе пурăнать.
Петр Иванович çак кунсенче хăйĕн юбилейне паллă тăвать. Сире çирĕп сывлăх, тулли телей сунатпăр. Ял çыннисем сирĕнпе чăннипех мухтанаççĕ.
Ю. НИКИТИН, обществăлла корреспондент.