АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЫРРИ МАНĂÇМАСТЬ

06 октября 2010 г.

Шăрăх çу кунĕсем хыçа юлчĕç. Çулла икĕ уйăх ытла пĕр тумлам çумăр та çуманран пĕвесемпе кÿлĕсенчи, пусăсенчи шывсем типсе ларчĕç. Шыв ыйтăвĕ чи çивĕч ыйтусенчен пĕри пулса тăчĕ.

Вăтапуç ялĕнче обществăлла водопроводпа 142 çемье усă курать. Нумай пулмасть вĕсен çумне тата 14 çемье хутшăннă. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Алексей Трофимов пулăшса пынипе, Цапинсен çемйи – Мария Филипповнăпа Иван Федорович тата вĕсен ывăлĕсем Александрпа Юрий – пуçарнипе сентябрĕн 16-мĕшĕнче Тимофеевсен, Цапинсен, Ивановсен, Новицкисен, Кужаковсен, Гавриловсен, Григорьевсен, Соловьевсемпе Чугаринсен килĕсене шыв кĕртессипе ĕçе пикеннĕ. Укçа-тенкĕсĕр мĕнех тăвайăн паян; Укçа пухас ĕçе Мария Филипповна хăй çине илнĕ. Кÿрĕшсем пĕр шухăшлă пулса пуçăннă ĕçе вăраха ямасăр вĕçлес тĕллевпе укçине те кĕске вăхăтрах пуçтарнă. Пĕр киле шыв кĕртме ултă пин ытларах ларнă.

Тăван яла ашшĕ-амăшĕ патне отпуска килнĕ Юрий Иванович строительство материалĕсене (тĕрлĕ виçеллĕ пăрăхсем, седелкăсем, муфтăсем тата ытти те) хăйĕн машинĕпе турттарса килнĕ. Кайăкялĕнчи ĕç ветеранĕ Максим Тимофеев пуçаруллă çынсене водопровода шоссе урлă илсе каçарма, Владимир Колесников уйрăм предприниматель пăрăхсене хума траншея чавса пулăшнă. Валерий Тимофеев, Александр Цапин, Петр Иванов, Николай Новицкий, Николай Кужаков, Роман Гаврилов, ытти те хастар пулнине палăртмалла. Пĕрлехи вăйпа Вăтапуçĕнчи Ленин урамĕнче пурăнакансем пысăк ĕç тунă.

Хамăр инф.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика