06 октября 2010 г.
Район администрацийĕн гражданла хутшăнусен акчĕсене çыракан пайĕ пĕрле нумай çул пурăнакан юбилярсене Ватăсен кунĕ ячĕпе чысланă. Сителти Анатолий Александровичпа Маргарита Павловна Александровсем пĕрлешнĕренпе 55 çул çитнĕ. Вĕсен 14 мăнук, кĕçĕн мăнукĕсем – 11. Арсентий Георгиевичпа Маргарита Васильевна Боголюбовсем 45 çул каялла çемье çавăрнă. Çемье пуçĕ больницăра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă, унăн мăшăрĕ 32 çул ача садĕнче тăрăшнă.
Хисеплĕ çемьесен ячĕпе чылай ăшă сăмах, илемлĕ юрă янăранă. Вĕсене юбилярсен хисеп кĕнекине кĕртнĕ, чечек çыххисем тата парнесем панă.