АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ÇĔНТЕРŸÇĔСЕМ ХУШШИНЧЕ ПИРĔН ЕНТЕШСЕМ ТЕ ПУР

06 октября 2010 г.

Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче республикăра ирттернĕ "Çамрăк çемье–2010" конкурс çĕнтерÿçисемпе призерĕсене савăнăçлă лару-тăрура саламланă. Унта республикăри хуласемпе районсенчен 57 çемьене чĕннĕ. Çамрăк мăшăрсем финалти тапхăра сывă пурнăç йĕркине, çемьен ырă йăлисене, çемьери ăшă хутшăнусене, йăхсен çыхăнулăхне пропагандăлакан ĕçсене тăратнă.

Пирĕн район чысне Хучелти Григорьевсен, Ямашри Крыловсен тата Мальцевсен, Асхвари Павловсен çемйисем хÿтĕленĕ. "Атте, анне тата эпĕ – сывă çемье" номинацире Павловсен çемйи виççĕмĕш вырăн йышăннă. Çак номинаци çĕнтерÿçисем вара Канаш хулинчен. Вĕсем – Владимировсем.

Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене Чăваш Республикин Вĕрентÿ тата çамрăксен политикин дипломĕсем тата асăнмалăх парнесем парса чысланă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика