06 октября 2010 г.
Районта ял тăрăхĕсен пуçлăхĕн черетлĕ кунне ирттерчĕç. Хальхинче ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем Сухайкасси, Ăвăспÿрт Кипеч, Вăтакас Кипеч тата Ухман ял тăрăхĕсенче пулчĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов, унăн çумĕ Э.Александров, структурăллă подразделенисен пуçлăхĕсем культура, йăла объекчĕсене хĕле мĕнле хатĕрленнине тĕрĕслерĕç.
Сухайкассинче вырăнти бюджет укçи-тенкипе тата нимелле тунă çĕнĕ клуба кĕрсе курчĕç. Çамрăксем спонсорсен пулăшăвĕпе çĕкленĕ хоккей курупкипе те интересленсе паллашрĕç. Вăтакас Кипечре ял çыннисем пухнă укçапа пĕр километр тăршшĕ водопровод тунă. Ăна кашни килпе çыхăнтарнă. Ăвăспÿрт Кипеч ял тăрăхĕн территоринче ĕçмелли паха шывпа тивĕçтерес ĕçсем пыраççĕ.
Вăтакас Кипечре пушар деповĕн икĕ машина. Вĕсене ял тăрăхĕн бюджечĕпе тата ял халăхĕн укçи-тенкипе тытса тăраççĕ. Ухманта пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕнче, шкулта, ача садĕнче тата клубра пулчĕç.
Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен кунне Ухман ял тăрăхĕн администрацийĕн çуртĕнче пĕтĕмлетрĕç.