06 октября 2010 г.
Район администрацийĕнче уйăхсерен ирттерекен анлă планеркăра ултă ыйту сÿтсе яврĕç. Тĕп калаçу выльăх-чĕрлĕх витисене - хĕле, учрежденисене хутса ăшăтмалли сезона хатĕрлесе çитересси пирки пулчĕ.
АПК организацийĕсемпе хутшăнса ĕçлекен пай пуçлăхĕ Валерий Никоноров ял хуçалăх предприятийĕсенчи ĕçсемпе паллаштарчĕ. Паянхи кун тĕлне пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене мĕнпур лаптăк çинче пухса тирпейленĕ. 8600 тонна тырă çапса илнĕ. Тухăç – гектартан 12,7 центнер. Çĕр улми анисем те чылай çĕрте пушаннă. АСК "Канаш", "Канаш" ООО, "Вперед" хуçалăхсем ĕçе вĕçлеймен-ха.
Кăçал 12905 гектар çинче тĕш тырă туса илме палăртнă пулнă, çак шутран 1465 гектарĕ хресчен-фермер хуçалăхĕсен; çĕр улмине 842 гектар çитĕнтерме планланă, 242 га – фермер хуçалăхĕсен; пĕр çул ÿсекен курăксен лаптăкĕ 2303 га пулнă, çак шутран 131 гектарĕ фермерсем усă кураканни; нумай çул ÿсекен курăксем 6734 га йышăннă. Районĕпе 36623 гектар çинче тĕш тырă акса хăварнă пулнă. Пусă çаврăнăшĕнче мĕнпурĕ 39353 гектар çĕр. Хĕллехи сивĕсене пула 3487 га çинче, тĕпрен илсен кĕрхи тулă, калчасем шăнса пĕтнĕ, 26,2 миллион тенкĕлĕх тăкак кÿнĕ. Çуллахи шăрăх çанталăка пула вара 9727, 75 гектар çинчи тыр-пулпа пахча çимĕç культурисем типсе ларнă: тĕш тырă – 45 га, çĕр улми – 599,3 га, рапс тата кукуруза – 362 га.
"Ĕнен сĕчĕ чĕлхи çинче", – теççĕ халăхра. Ĕнесем пахалăхлă сĕт антарасси вĕсене çитерекен апат рационĕнчен нумай килет. Хĕле валли 1575 тонна утă, 9423 тонна сенаж, 630 тонна силос янтăланă. Анчах анализсем тăрăх, нумай хуçалăхăн выльăх апачĕн пахалăхĕ виççĕмĕш класа çеç ларать.
Çанталăк условийĕсене пула кĕрхисене килес çул валли акса хăварассине кая юлса пуçăннă, апла пулин те кĕр тыррисене акмалли плана район пĕтĕмпех пурнăçланă (7159 га). Уйрăм ертÿçĕсем ку ыйтăва уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрнине палăртмалла: "Победит" ООО – 550 га, "Сеспельское" ООО – 800 га, "Путь Ленина" – 230 га, "Мария" – 270 га, "Хучель" – 250 га, АСК "Канаш" – 312 га, "Вперед" ЯХПК – 400 гектар çинче килес çулхи тухăç никĕсне хывса хăварнă.
Кĕрхи суха ĕçĕсем малалла пыраççĕ. Паянхи кун тĕлне 6932 гектар çĕре сухаланă. "Агат" (200 га), Киров ячĕллĕ (800 га), "Путь Ленина" (242 га), АСК "Канаш" (360 га), "Цивиль" (500 га) çуртрисем валли çĕр хатĕрлесе пĕтернĕ.
Усăсăр выртакан çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртессине республика Правительстви кулленхи тимлĕхре тытать. Районта кун пек çĕрсем 7187 гектар йышăнаççĕ. В.Маловпа А.Владимиров (Маяк), В.Табаков, Р.Табаков, В.Никонов (Янкăлч ял тăрăхĕ) фермерсем усă куракан çĕрсен лаптăкĕсене çулсерен пысăклатаççĕ.
Выльăх-чĕрлĕх витисене хĕле хатĕрлесе çитересси – вăраха ямасăр татса памалли ыйту. Октябрь уйăхĕн пуçламăшĕ çеç пулин те, çанталăк самаях сивĕ. Халăх сăмахне ĕненес тĕк хĕллехи çанталăк сивĕ пулать теççĕ, çавăнпа та выльăхсене хĕл каçарассине пысăк тимлĕх уйăрмалла. Вĕсене хĕл каçарма 3800 вырăн кирлĕ пулсан паяна 3534 вырăн (кирлин 93 проценчĕ) хатĕр. Витесене юсаса йĕркене кĕртесси "Родина", "Урюм", "Родник" хуçалăхсенче япăх пырать.
Районти хуçалăхсенче мăйракаллă шултра выльăхсен йышне чакармалла марри çинчен калаçрĕç. Патшалăх выльăхсен йышне упраса хăваракан регионсене хушма миллиардсем уйăрса пама йышăннă, çавăнпа та республикăн та, районăн та кăтартусене япăхлатма ирĕк çук.
Халăха куллен кирлĕ апат-çимĕç продукчĕсен хакĕсене тĕрĕслесе тăма районта ĕçлев комиссийĕ йĕркеленĕ. Ялсенчи суту-илÿ учрежденийĕсенче апат-çимĕç продукчĕсем мĕн хак тăнине кашни эрнере юн кун район администрацийĕн экономика пайне пĕлтермелле. Пай пуçлăхĕ В.Александрова хаксен мониторингĕпе паллаштарчĕ. Хаксем лавккасенче пĕр пек мар. Сахăрăн çирĕплетнĕ хакĕ 36,70 тенкĕ пулсан, ăна пĕр çĕрте 38 тенкĕпе, тепĕр çĕрте 42 тенкĕпе те сутаççĕ. Чăх ашĕ 106 тенкĕ, шăнтнă пулă (минтай, путассу, мойва) 40 тенкĕрен ытла пулмалла мар, магазинта сутакан 1 литр сĕт хакĕ – 29 тенкĕ. Çăкăр буханки те кирлĕ виçерен сахалрах.
Умра – вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен суйлавĕ. Çул çитнĕ çамрăксене суйлава ытларах явăçтарас тесе ял тăрăхĕсенче конкурссем, кандидатсемпе тĕл пулусем, культура тата спорт мероприятийĕсем ирттереççĕ. "Çак тĕллевпех октябрĕн 7-мĕшĕнче Уçырмари культура çуртĕнче "Суйлав - пĕлтерĕшлĕ пулăм" ятпа çамрăксен районти слечĕ иртет. Ялти общественноç унăн ĕçне хастар хутшăнасса шанас килет", – терĕ çамрăксен ыйтăвĕсемпе ĕçлекен специалист Алина Павлова.
Вăтакас Кипеч, Вăрăмпуç, Çĕнĕ Чалкасси, Шăхасан ял тăрăхĕсен ертÿçисем Владимир Максимов, Андрей Степанов, Николай Кириллов, Александр Егоров вырăнти учрежденисене хĕле мĕнле хатĕрлени çинчен отчет турĕç. Пур çĕрте те котельнăйсем ĕçе пуçăнма хатĕррине пĕлтерчĕç.
Канашлăва пĕтĕмлетсе район администрацийĕн пуçлăхĕ Владислав Софронов хуçалăхсенче выльăхсен йышне упраса хăвармаллине, ял халăхне выльăх апачĕпе тивĕçтермеллине, суйлава хастар хутшăнмаллине хытарсах каларĕ.
И.ВЛАДИМИРОВА.