АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ПАКУНЛĂ ÇЕМЬЕ

01 октября 2010 г.

Нумаях пулмасть Кăшнаруй ялĕнче çуралса ÿснĕ Юрий Геннадьевич Александров хăйĕн аллă çулхи юбилейне паллă турĕ. Вăл Çĕрпÿри ял хуçалăх техникумĕнчен вĕренсе тухнă, пĕр хушă ПМКра шофер пулса ĕçленĕ. 1980-1982 çулсенче Совет çарĕнче хĕсметре тăнă. Унтан таврăнсан та автомашина рульне алăран вĕçертмен, "Правда" колхозра тăрăшнă.

Юрий Геннадьеич 1983 çултан пуçласа паянхи кунччен Чăваш Енри судпа айăпланнă çынсене ĕçре сиплекен колонире вăй хурать. Малтанлăха вăл, çичĕ çул хушши, хăй кăмăллакан шофер ĕçĕнче тимленĕ, 1991 çултанпа – милиционер. Тăрăшуллă та пултаруллă ентеш çак çулсенче колони пуçлăхĕн çумне çитнĕ, милици майорĕн званине илнĕ.

1982 çулта Юрий Геннадьевичпа Елена Александровна çемье çавăрнă. Юратнă мăшăрĕ те Кăшнаруй ялĕнченех, вĕсем пĕрлешиччен урамăн икĕ вĕçĕнче пурăннă.

Елена Александровна – аслă прапорщик, вăл 1982 çултанпа мăшăрĕ ĕçлекен учрежденире оперуполномоченнăй ĕçĕсене пурнăçласа пырать.

Юра тата Лена Кăшнаруйĕнчи сакăр çул вĕренмелли шкулта вĕреннĕ чухнех питĕ хастарччĕ. Вĕсем ытти ачасем пекех ялти ватăсем патне хаçат-журнал, кĕнекесем вуласа пама çÿренĕ, çуллахи вăхăтра шкулти пахчара опытпа сăнав ĕçĕсене пунăçласа дневниксем çырса пынă. "Правда" колхоз ĕçченĕсемпе пĕр тан колхоз уй-хирĕнче çум çумланă, утă тавăрса типĕтнĕ, сарă улăм куписене капана хывнă. Йĕтем çинче тырă типĕтсе кĕртнĕ... Çапла, ун чухнехи çамрăксем ача-пăча çулĕсенчех ĕçе хăнăхса ÿснĕ çав. Мĕнле тутлăччĕ тата Юра амăшĕ пĕçерекен вĕри апат!

Юрийпе Елена Александровсен хĕрĕ Регина та ашшĕ-амăшĕн çулĕпех кайнă. Вăл – аслă лейтенант, 2007 çулта Мускаври экономикăпа гуманитари институтĕнчен вĕренсе тухнăранпа, амăшĕ пекех, опер-уполномоченнăйăн кăткăс ĕçĕсене тивĕçлĕн пурнăçласа пырать.

Ю.НИКИТИН.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика