АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ХАМĂР ЯЛСЕМ ПУÇТАРĂНСАН...

01 октября 2010 г.

Çакăн пек ятлă кĕнекене (сăвăсем) Р.Ивановпа В.Алексеев пичете хатĕрленĕ, хыç сăмахне Петĕр Çăлкуç çырнă. Кăçал вара кĕнеке кун çути курнă. Вăл пирĕн районти Пукăртан ялĕнче çуралса ÿснĕ 16 авторăн сăввисенчен тăрать. Вĕсенчен пĕр пайĕ тĕрлĕ вăхăтра хаçат-журналта пичетленнĕ. Асăрхаттарса хăвармалла: авторсем вырăн-вырăн шÿт хумне çĕкленĕ, çакна ял çыннисем ăнланасса шанас килет...

Кĕнекене кăларма С.Алексеев, В.Алексеев, В.Иванов эртеллешсе хутшăннă. "Ÿссе çитĕнсе кайăк пек çунат сарса тĕнче тăрăх салансан та пире яланах çуралнă тăрăх, пĕчĕкрен палланă вырăнсем хăйсем патне кăчăк туртса тăраççĕ. Пĕр хутлăхра çутă хĕвел курнă, халĕ тĕрлĕ çĕрте пурăнакан пĕр ĕмĕт-шухăшлă çынсем те час-часах курнăçаймаççĕ. Ку кĕнекене эпĕ, сăнарлă чĕлхепе каласан, "хамăр ялсен поэзи анинчи тĕлпулăвĕ" тесе калăттăм. Пĕр ялтах темиçе сăвăç иккен, хăй евĕр темиçе сасă, хăйĕн çулĕпе утакан темиçе талант!" – çырать Петĕр Çăлкуç, Раççей писателĕсен Союзĕн членĕ, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.

Пукăртан таврашĕнче Çеçпĕл чунлă çыравçăсем йышлăн. Пурте хăйсен тăван тăрăхĕн ятне, чысне-сумне литературăра та, кулленхи пурнăçра та тăтăшах çĕклеççĕ. Паллă ятсемпе халĕччен илтмен авторсем те пур кĕнекере. Трофим Иванов-Таçукпа Нил Скворцова аслăрах ÿсĕмрисем аван пĕлеççĕ-тĕр. Валерий Алексеев нумай çул "Советская Чувашия", "Республика" хаçатсенче тăрăшрĕ, халĕ Чăваш кĕнеке издательствинче вăй хурать. Тĕлĕнмелле чĕрĕ çын Виктор Иванов чылай вăхăт Етĕрне район хаçачĕн тĕп редакторĕ пулчĕ.

Кăмăлтан вуламалли сăвăсем пур кĕнекере, пĕрре кăна та мар. Вĕсенчен хăшне-пĕрне питĕ килĕшнипе темиçе хутчен те вулас килмелле. Уйрăмах В. Алексеевăн сăввисем çывăх мана. Тен, студент чухне унпа час-часах хутшăннăран. Танлаштарусем еплерех унăн: "Тĕлкĕшекен кăвайт тумне кĕрхи вăрман илсе пĕркеннĕ..." Хитре каланă вĕт!

Хăш-пĕр сăвăсене илсе кăтартар-ха. Акă, калăпăр, "Çумăрсем" (В.Алексин), "Савнă ялăм" (Н.Скворцов), "Тăван ен" (Р. Иванов), "Чÿрече умĕнче" (Б. Иванов)...

Пукăртансен пуçарулăхне ырламалла кăна. Кĕнеке пĕчĕк пулин те унăн пĕлтерĕшĕ ентешсемшĕн çав тери пысăк. Ят-сума тивĕçнисемпе юнашар литература анинче пуçаламăш утăмсем тăвакансен ячĕсем те пурри çамрăксене хавхалану кÿрет. Вăл чăннипех те "хамăр ялсене пĕрле пуçтарать".

П.ЕФИМОВ, И.ВЛАДИМИРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика