АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЮРАТАТĂП ХАМ ТĂВАНСЕНЕ

01 октября 2010 г.

Пире, шкул ачисене, хамăрăн шухăшлава аталантарма учительсем час-часах ирĕклĕ темăпа сочиненисем çыртараççĕ. Каникула еплерех ирттернинчен пуçласа хамăр çитĕнсен кам пулма ĕмĕтленни, пирĕн аттепе анне, пуласлăха мĕнле курни таранах. Пирĕн вара хамăрăн çемьепе паллаштарас килет.

Эпир Çăлпуçĕнчи Черновсен кĕçĕн хĕрĕсем Аленăпа Александра. Килтисем пире юратса та ачашласа Леночка тата Шурочка тесе чĕнеççĕ. Пирĕн çемье пысăк: пиллĕкĕн эпир аттепе аннен. Икĕ пичче, аппа пур пирĕн тата ырă чунлă аттепе анне. Эпир вĕсен хÿттине, юратăвне, пулăшăвне яланах туйса тăратпăр. Пирĕн анне, Елена Емельяновна, район администрацийĕн архив уйрăмĕнче специалист пулса тимлет. Унччен малтан вăл Карăклă шкулĕнче лаборантра ĕçлерĕ. Пирĕн анне Çĕнĕ Шупашкарти химипе технологи техникумĕнче професси илнĕ. Питĕ харсăр çын. Вăл тем ĕç тума та ăста: тутлă апат-çимĕç хатĕрлет, кĕпе-тумтир çĕлет, çыхать...

Атте Владимир Михайлович ятлă. Вăл Елчĕк районĕнчи Шăмалак ялĕнче çуралса ÿснĕ. Вăрнарти ял хуçалăх техникумне вĕренсе пĕтерсен ăна Крупская ячĕллĕ хуçалăха агрономра ĕçлеме янă пулнă. Çакăнта вăл аннепе паллашнă, çемье чăмăртанă. Каярах атте Чăваш ял хуçалăх институтĕнче, партин Чулхулари аслă шкулĕнче (ун чухне ертÿçĕсен унта вĕренмеллех пулнă) аслă пĕлÿ илнĕ. Пĕр хушă чукун çул çинче те вăй хунă вăл. 2000 çулсен пуçламăшĕнче ял халăхĕ çине тăрса ыйтнипе ăна ял администрацийĕн пуçлăхне суйланă. Карăклă ял администрацийĕн пуçлăхĕнче, Канашри Перекет банкĕнче чылай вăхăт ĕçлерĕ. Халĕ вахта мелĕпе ытти регионсене ĕçлеме çÿрет. Вăл киле таврăнасса эпир пурте чăтăмсăррăн кĕтетпĕр, мĕншĕн тесен ăна пурте юрататпăр. Вăл пурин валли те ăшă сăмах тупма пĕлет. Аттепе аннене вашават та тарават пулнăшăн тăвансем те хиселеççĕ. Вĕсем вара пирĕн питĕ нумаййăн.

Пиччесем, Валерăпа Миша, иккĕшĕ те аслă пĕлÿллĕ. Пĕри Мускаври МЧС академийĕнче вĕреннĕ, салтак службине те унтах ирттернĕ. Халĕ Патăрьел районĕн пушар хăрушсăрлăх службин инспекторĕнче вăй хурать. Тепĕр пичче Миша Мускав хулинче хĕсметре тăнă. Халĕ Канаш станцийĕн транспорт çинчи шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕ, куçăмсăр йĕркепе Хусанти социаллă тата гуманитари пĕлĕвĕсен институчĕн Канашри филиалĕнче вĕренет. Аппа Мария Шупашкарти педагогика училищинче пĕлÿ илнĕ хыççăн И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче логопед специальноçне алла илет, унсăр пуçне акăлчан чĕлхине тарăннăн вĕренет.

Атте хăй нумай вĕреннĕрен ачисем те ăслă-тăнлă, анлă тавра курăмлă çынсем çитĕнччĕр тесе тăрăшать. Аслисенчен эпир те юласшăн мар-ха, пирĕншĕн пит хĕретмелле ан пултăр тетпĕр. Атте килти кашни çын валлиех ăш сăмах тупать, йывăр чухне йăпатать, пулăшать, мĕн пĕлменнине ăнлантарса парать.

Аттепе анне, Владимир Михайловичпа Елена Емельяновна, пире, ачисене, пурнăçра çынсемпе ăшпиллĕ пулма вĕрентеççĕ.

Алена тата Шура ЧЕРНОВĂСЕМ. Карăклă шкулĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика