01 октября 2010 г.
Манăн юратнă учитель – Владимир Николаевич Кириллов. Вĕрентÿ ĕçĕнче 30 çул тăрăшать вăл, пуян опытлă педагог. Харьковри педагогика институтĕнче вĕренсе аслă пĕлÿ илнĕ. Аслă категориллĕ учитель, Раççей Пĕтĕмĕшле вĕрентĕ-вĕн хисеплĕ ĕçченĕ. Вăл пире физкультура предметне вĕрентет. Тĕрлĕ вăйă выляттарать, сиктерет, чуптарать. Эпир унăн урокĕнче нихăçан та "иккĕ" е "виççĕ" паллă илсе курман.
Владимир Николаевич уроксене питĕ лайăх ирттерет. Эпир физкультура урокĕ çитессе чăтăмсăррăн кĕтетпĕр. Вĕрентекен спортра пысăк çитĕнÿ тума пултаракан ачасене асăрхать те вĕсемпе хушма занятисем ирттерет, районта, республикăра иртекен спорт ăмăртăвĕсене илсе çÿрет. Кăçал та вăл хăйĕн вĕренекенне Анапа хулинче иртнĕ "Раççей çамрăклăхĕ" çăмăл атлетсен ăмăртăвне илсе кайса килчĕ.
В.Кириллов манăн аттене те вĕрентнĕ. Владимир Николаевич урокĕсене атте те килĕштернĕ. Çитĕнекен ăрушăн та вăл юратнă учитель пулатех.
Владимир Николаевич аслă классенче вĕренекенсене мечĕкпе пертерет тата турник çинче туртăнма хушать, ачасем вăйлă пулччăр тет.
Вĕрентекен çулталăкĕнчи Вĕрентекен кунĕ ячĕпе Владимир Николаевича ăшшăн саламлатăп, питĕ нумай пурăнтăр, малашне те хальхи пекех вăйлă пултăр.
Вероника АНДРЕЕВА. Сухайкасси шкулĕ.