01 октября 2010 г.
Дарья Абрамовна Иванова Чулкăмака ялĕнче нумай ачаллă çемьере çитĕннĕ. Вĕсем тăххăрăн пĕр тăван пулнă. Дарья 1927 çулхи январĕн 10-мĕшĕнче çуралнă. Чулкăмакари 7 класлă шкул хыççăн Ăвăспÿрт Кипеч шкулĕнче вăтам пĕлÿ илнĕ, экзаменсене Шăхасан шкулĕнче тытнă. 1945 çулта шкул пĕтерни çинчен алла аттестат илнĕ те Чулкăмакари 7 класлă шкулта пионервожатăй пулса ĕçленĕ, каярах библиотекăна куçнă. 1981 çулта тивĕçлĕ канăва тухсан тепĕр виçĕ çул Вăтакас Кипеч вăтам шкулĕнче лаборантра тăрăшнă.
Дарья Абрамовнăпа Михаил Иванович 1948 çулта пĕрлешнĕ, тăватă ача çуратса ÿстернĕ. Аслă хĕрĕ Валентина 40 çул фельдшер пунктĕнче ĕçленĕ. Альбина "Урожай" совхозра 15 çул ветеринари фельдшерĕнче, хуçалăх салансан 20 çул медпунктра санитаркăра вăй хунă. Роза чĕрĕк ĕмĕр районти "Колос" кафере повар пулса ĕçлет.
Çулĕсем нумай пулин те Дарья Абрамовна тулли пурнăçпа пурăнать: пĕччен пулин те хуçалăха тĕрĕс-тĕкел тытать. Ачисене пулăшма та вăй-хал çитерет. Шкулти тĕл пулусене, уявсене хаваспах хутшăнать. Иртнĕ пурнăç çинчен питĕ интереслĕ каласа кăтартать, ачасене вăл е ку пулăмпа, лару-тăрупа кăсăклантарма пĕлет ветеран.
Çĕнĕ вĕрентÿ çулĕ пуçлансан шкулти ашшĕ-амăшĕн комитечĕ пуçарнипе 7-мĕшсем Дарья Абрамовнăпа тĕл пулу ирттерчĕç. Кинемей Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнчи йывăр пурнăç çинчен каласа панисене ачасем сывламасăр тенĕ пек итлерĕç, унăн сăмахĕсем кашнин чĕрине кĕрсе вырнаçрĕç-тĕр. Юрлама та ăста ветеран. Вĕсем хĕрĕпе Валентина Михайловнăпа иккĕшĕ "Взвейтесь кострами", "Пĕчĕк путене" юрăсене юрларĕç, ачасемпе пĕрле чăваш ташши ташларĕç.
Таймапуç сире, Дарья Абрамовна, çамрăк ăрупа хутшăнма вăхăт тупнăшăн, эсир пурришĕн. Уяв ячĕпе саламлатпăр сире.