АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ШКУЛЛА ВЫЛЯМА КĂМĂЛЛАТТĂМ

01 октября 2010 г.

 

Тăван шкул - иккĕмĕш кил. Унта ăста вĕрентекенсемпе çывăх юлташсем пулсан ăшă кунсенче кăна мар, йĕпе-сапаллă тĕксĕм кунсенче те пĕтĕм чун-чĕрепе туртăнатăн. Пĕлÿ керменне утса кăна мар, тулли кăмăлпа чупса, вĕçен кайăк пек "вĕçсе" çитме васкатăн.

Уявсен уявĕ тенĕ пулăттăм çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнă куна. Юсав хыççăн çĕнелсе илемленнĕ юратнă шкул та вăрăм çуллахи каникултан чăн хуçисем таврăннăшăн хĕпĕртенĕн туйăнать. Вăрттăнлăх мар – тăван шкулшăн, тус-юлташсемшĕн, учительсемшĕн яланах тунсăхлатăн. Ахальтен мар ĕнтĕ пире шкулта кунсерен çĕнни кĕтет. Вăл çапла пулмалла та.

Паян сире Кăшнаруйĕнчи тĕп шкулта шкул ачисене 33 çул хушши нимĕç, чăваш чĕлхипе литературине, тăван ен культурине ăста вĕрентнĕ Ольга Сергеевна Васильевăпа паллаштарас килет. Паллаштарма сăлтавĕ те пур, нумаях пулмасть вăл хăйĕн юбилейне паллă турĕ.

Кăшнаруйĕнчи шкул хăй вăхăтĕнче Раççей шайĕнче те ырă ĕçĕсемпе палăрнă, анчах вĕренекенсем сахалланса пынипе ăна тăватă çул таран вĕрентмелли шая хăварнă. Çакăн çинчен илтсен унта вĕрентнĕ учительсем халĕ ăçта ĕçе вырнаçнине пĕлме ятарласа телефонпа шăнкăравларăм. Нумайăшĕ Çĕрпÿ районĕнчи шкулсене ĕçе вырнаçнă иккен.

– Ольга Сергеевна шкулта ĕçлемест, тивĕçлĕ канăва тухнă, – тесе пĕлтерчĕ шкул пуçлăхĕ.

Халĕ те асрах, Ольга Сергеевна Кăшнаруйĕнчи сакăр çул вĕренмелли шкула 1977 çулта килчĕ. Эпĕ ун чухне çак шкулта аслă пионервожатăйра тăрăшаттăм. Ăна ĕçлеме пуçланă çулах класс шанса пачĕç (класĕсем ун чухне сахал пулман, кашниех икшерччĕ).

Ырă тĕллевсене пурнăçласа мĕн чухлĕ уявсемпе конкурссем, савăнăçлă тĕл пулусем ирттермен пулĕ! 1978 çулта вĕренÿре тата шкул пурнăçĕнче малта пыракан ачасен ушкăнĕпе Ленинграда кайса килни халĕ те асрах. (Унтанпа эпир пĕри те вăл хулара урăх пулса курман). Эпĕ экскурсисем вăхăтĕнче çырса пынă хаклă дневнике паянхи кунчченех типтерлĕ упратăп.

"Июлĕн 17-мĕшĕ. Метропа, хула крепоçĕн ансамблĕпе паллашрăмăр. Июлĕн 18-мĕшĕ. А.В. Суворов музейĕнчи экспонатсене курса çÿрерĕмĕр. Паллă вырăнсем умĕнче сăн ÿкерттертĕмĕр. Июлĕн 19-мĕшĕ. Эрмитажпа, зоологи музейĕпе, Исакиевски соборĕпе паллашрăмăр.

Июлĕн 20-мĕшĕ. Вырăссен паллă артисчĕн Ф.И. Шаляпинăн музейне çитсе килтĕмĕр, "В зоне особого внимания" ятлă кино курса унта вылякан артистсемпе ăна сÿтсе яврăмăр. Июлĕн 21-мĕшĕ. Ленинград облаçĕнчи Пушкино хули. Екатерина дворецĕ, Александровски парк, А.С. Пушкин музейĕ. Июлĕн 22-мĕшĕ. Пĕрремĕш Петĕрĕн резиденцийĕ - Петергоф хули. Паллă фонтансемпе парксем уйрăмах килĕшрĕç". Сăн ÿкерчĕкĕсем ĕмĕр асăнмалăх, савăнмалăх та.

Эпир кĕрхи кунсенче "Правда" колхоз ĕçченĕсене пахча çимĕç пухса кĕртме пулăшнă, йĕкел, пилеш, тимĕр-тăмăр, макулатура пуçтарнă. Хĕллехи вăхăтра йĕлтĕрпе ăмăртусем ирттернĕ. Пирĕн патăмăрта хĕл каçакан вĕçен кайăксем валли сырăшсем ăсталаса, вĕсене апат çитерсе сив хĕле тÿссе ирттерме пулăшнă...

1978 çулта Юрий Ивановичпа Ольга Сергеевна çемье çавăрчĕç. Юрий Иванович ун чухне ял хуçалăх институтĕнчен тин кăна вĕренсе тухнă çамрăк специалист – хуçалăхри инженер ĕçĕсене пурнăçласа пыратчĕ. Кайран шкулта ачасене технологи урокĕсене вĕрентрĕ, юлашки вăхăтра фермер ĕçĕпе аппаланать. Юрий нумай ачаллă çемьере çитĕннĕ, саккăрăшĕ те вĕсем аслă пĕлÿ илнĕ.

Ольга Сергеевнăпа Юрий Ивановичăн ачисем аслă пĕлÿллĕ специалистсем : Марина - технолог инженер, Андрей - Раççей çарĕн капитанĕ, Александр - электроник инженер.

Ĕмĕр пурăн, ĕмĕр вĕрен тенĕ ваттисем. Чăн та çаплах ĕнтĕ. О.Васильева 33 çул хушшинче нумай ачана пĕлÿ парассишĕн вăй хунă. Çак тапхăрта хăй те сахал мар вĕреннĕ, район шайĕнче иртекен семинарсемпе конкурссене сиктермесĕр хутшăнма тăрăшнă.

– Вĕрентекен ĕçĕ-хĕлĕ вĕренекенсенче палăрать, - тет Ольга Сергеевна. – Маншăн кăçалхи çул та ытти çулсем пекех ăнăçлă пулчĕ. Марина Терентьева 9-мĕш классем хушшинче тăван ен культурипе районта пĕрремĕш вырăна тивĕçрĕ, нимĕç чĕлхипе – Дима Никонов, вăл иккĕмĕш вырăнта пулчĕ. Екатерина Тимофеева университета ют чĕлхесен факультетне вĕренме кĕчĕ, Татьяна Ефремова вара ют чĕлхесен факультетĕнчен ăнăçлă вĕренсе тухса шкулта ачасене вĕрентме пуçларĕ. Эпĕ хама мĕн ас тума пуçланăранпах вĕрентекен пулма ĕмĕтленеттĕм. Юлташсемпе вылянă чухне те ыттисем пек килле мар, шкулла выляма кăмăллатăм. Аслă аппа Нина пек яланах учитель вырăнĕнчеччĕ.Çавăнпа та хама питĕ телейлĕ çын тесе шутлатăп.

Ку калаçу Кăшнаруй ял уявĕнче пулса иртрĕ. Ун чухне Ольга Сергеевнăпа Юрий Ивановича Чăваш Наци Конгресĕн Тав хучĕпе тата çак çулсенче ял хăй тытăмлăхĕнче ирттернĕ тĕрлĕ конкурссенче çĕн-тернĕшĕн Хисеп грамотисемпе ăшшăн чысларĕç.

Ю.НИКИТИН, обществăлла корреспондент.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика