01 октября 2010 г.
Ватăсен кунĕ умĕн райадминистрацин ларусен залĕнче районта яваплă должноçсенче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă ветерансен тĕл пулăвне, вĕсем валли экскурси йĕркелерĕç. Райадминистраци ĕçĕсене йĕркелесе пыракан Г.Петров ертсе пынипе ветерансем Уçырма тата Çеçпĕл ял тăрăхĕсен аталанăвĕпе, вĕсен ĕç-хĕлĕпе паллашрĕç. Уçырмара Аслă Çĕнтерÿ 65 çул тултарнине халалласа уçнă палăк умне чĕрĕ чечексем хучĕç. Ял сăн-сăпачĕ палăрмаллах çĕнелнине палăртрĕç хăнасем.
Унтан Çеçпĕл ял тăрăхне кĕрекен Матьшÿ ялĕнче пулчĕç. Пурăнмалли çурт-йĕрпе учрежденисене комплекслă меслетпе хута ямалли ятарлă программăна хутшăнса Çеçпĕл ял тăрăхĕ кăçал 6 млн. тенкĕ укçа çĕнсе илнĕ. Унпа усă курса ялти райпо магазинĕ патне çити асфальтлă çул тунă, кивĕ шкул тата пуçламăш шкул çурчĕсене тĕпрен юсаса çĕнетнĕ. Шкул пулнă çуртра халĕ фельдшер пункчĕ, библиотека ĕçлеççĕ, ача сачĕ валли уйăрнă кĕтес те кĕçех хăйĕн хуçисене йышăнĕ. Чăннипех те питĕ илемлĕ кунта (Пирĕн вĕсене ăмсанмалли çеç юлать).
Экскурси хыççăн ветерансем "Колос" кафере пухăнчĕç, иртнĕ пурнăçа, хăйсем ĕçленĕ вăхăтсене аса илчĕç. Район администрацийĕн пуçăлхĕ В.Софронов вĕсене Ватăсен кунĕ ячĕпе ăшшăн саламларĕ (уявĕ савăнăçлах мар та, анчах ватлăхран пĕри те пăрăнса юлаймастпăр), çемьере ăнланупа килĕшÿ, вăрăм кун-çул сунчĕ. Çавăн пекех ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, "Акконд" АУОн гендиректорĕ В.Иванов ячĕпе те саламларĕ, унран парнесем пачĕ.
И.АНДРЕЕВА.