29 сентября 2010 г.
Аслăялта пурăнакан мăшăра ĕмĕр вĕçне çитиччен пĕрле утма пÿрмен курăнать. Утмăл урлă каçиччен килĕштерсех пурăннă-ха вĕсем, анчах кăçалхи январь уйăхĕн пуçламăшĕнче кил-çурта инкек çакланнă. Инкекĕ маларахах килсе кĕнĕ-ха, çапах та хăйне пит кăтартсах кайман пулас. Ара, ĕçкĕ кама ырă тăвать вара: çамрăка та, ватта та тиркесе тăмасть. Пурне те хăйĕн авăрне сĕтĕрет.
Ултă теçетке урлă каçнă пĕр мăшăр Ивановсем иккĕшĕ кăна пулин те Çĕнĕ çул уявне вăйлах уявланă. Килтен тухса çÿремесĕр, никама хăнана чĕнмесĕр çуттине пушатнă, унăн хăвачĕпе самаях минренĕ. Январĕн 9-мĕшĕнче каçхине 7 сехетсенче упăшкипе арăмĕ черетлĕ эрех кĕленчине пушатнă. Арăмĕ вырăн çинчех "пулла кайнине" асăрхасан арçын урса кайнă. Ÿсĕрскер хирĕç тăраймассине пĕлсе ăна урайне сĕтĕрсе антарнă, хĕнеме пуçланă: ăçтан май килнĕ тапнă, çапнă. Кунпа кăна çырлахман, кăмака умĕнче выртакан тимĕр турчкана ярса илнĕ те унпа темиçе хутчен çапнă. Хăй мĕн тунине те ăнланман вăл. Лăпланса çитсен урайĕнче выртакан арăмне çĕклесе вырăн çине вырттарнă.
Тепĕр кун ирхине вăраннă та выльăхсем патне тухнă. Вырăн çинче нăйкăшса выртакан арăмне пÿрте каялла кĕрсен çеç асăрханă. Анчах пулăшу кÿме васкаман, ни кÿршисене каçса чĕнмен, ни хĕрне пĕлтермен. Аманса-суранланса пĕтнĕ хĕрарăм кăвакарса, шыçăнса кайнă. Харкашу пулнă хыççăн виççĕмĕш кунне тин Аслăялтах пурăнакан хĕрне амăшĕ йывăр выртни çинчен пĕлтернĕ. Лешĕ вара çийĕнчех васкавлă пулăшу чĕнсе илнĕ. Амăшне район больницин реанимаци уйрăмне вырттарнă. Нумай пурăнайман ĕçке пула асап тÿснĕ хĕрарăм, пилĕк кун пурнăçпа вилĕм хушшинче кĕрешнĕ чунĕ ĕмĕрлĕх канлĕх тупнă.
Ватлăхра пĕр-пĕринпе шăкăл-шăкăл кăна пурăнмалла чухне утмăлти арçыннăн малашнехи пурнăçне тĕрмере ирттерме тивет. Ĕмĕр вăрăм пулин те этемĕн кун-çулĕ ытла та кĕске-çке. Алла черкке тытиччен çакна ăса илесчĕ.
А.ИВАНОВ, районти милици следователĕ.