29 сентября 2010 г.
Канаш хулипе район прокуратури саккунсемпе нормативлă актсем мĕнле пурнăçланса пынине асăрхаса тăрать.
"Раççей Федерацийĕнчи инвалидсен социаллă хÿтлĕхĕ çинчен" федераци саккунĕ мĕнле пурнăçланса пыни çинче чарăнам. Ара, паянхи пурнăçра инвалидсемшĕн ĕç тупасси питех те йывăр-çке. "Канаш хулинче тĕрĕслев ирттернĕ чухне 4 организацире – "Чăвашсетьгаз" АУОн "Канашмежрайгаз" филиалĕнче, Шăхасанти психиатри больницинче, "Канаш автоагрегат завочĕ" АУОра тата Раççей Перекет банкĕн Канашри 7507 "-лĕ филиалĕнче – инвалидсене ĕçе илессипе çыхăннă квотăна пурнăçламаннине тупса палăртрăмăр. Йĕркене пăснă фактсемпе çитменлĕхсене пĕтерме ыйтса представленисем тăратрăмăр. Икĕ организаци хуçи çитмен-лĕхсене çийĕнчех тÿр-летрĕ, иккĕшне дисциплина тĕлĕшĕнчен явап тыттарнă.
Граждансен ĕç прависене хÿтĕлессипе прокуратура мĕнле ĕçсем ирттерет-ха;
Ку ыйтăва та хамăрăн кулленхи тимлĕхрен вĕçертместпĕр. Акă, сăмахран, Канаш хулипе районĕнче ĕç укçине вăхăтра тÿлеменнипе çыхăннă çитменлĕхсем сахалланчĕç. Иртнĕ çулта кăна "хуçасенчен" ĕç укçи шыраса илессипе тăратнă 1860 тавăçа суда ярса панă, 54 ертÿçе явап тыттарнă тата штраф тÿлеттернĕ.
Пĕр тĕслĕх кăна илсе кăтартам: виççĕмĕш ушкăн инваличĕн А.Губанов технолог инженерăн ыйтăвне пăхса тухрăмăр. Вăл хăйне саккуна пăсса "КанмашКРАН" тулли мар яваплă пĕрлĕхрен ĕçрен кăларнă тесе ÿпкелешет. Тĕрĕслев çакна çирĕплетсе пачĕ: Губанова ĕçрен хăтарни саккуна хирĕçле тунă ĕç. Канаш хулипе район прокурорĕ Я.Сергеев ĕç çыннин интересĕсене хÿтĕлесе, ăна хăйĕн малтанхи ĕç вырăнне каялла йышăнма, ĕçсĕр тăрса юлнă вăхăтри укçана шыраса илме ыйтса суда тавăç тăратрĕ.
Канаш район сучĕн 2009 çулхи мартăн 10-мĕшĕнче иртнĕ ларăвĕ прокурорăн ыйтăвĕсене туллин тивĕçтерчĕ. Предприяти директорĕ Губановпа тунă ĕç килĕшĕвне татни саккуна хирĕçле тунă ĕç тесе йышăннă. Губанов хăйĕн малтанхи ĕç вырăнне йышăннă. Ирĕк-сĕр прогулта пулма тивнĕ вăхăтшăн предприятирен 13291 тенкĕ, мораль тĕлĕшĕнчен сиен кÿнĕ-шĕн 5000 тенкĕ шыраса илнĕ.
А.АФАНАСЬЕВ, хулапа район прокурорĕн аслă пулăшуçи.