29 сентября 2010 г.
Çак кунсенче район администрацийĕн фойинче вырăссен паллă художникĕсен картинисенчен йĕркеленĕ курав ĕçлеме пуçларĕ. Ăна район администрацийĕпе "Радуга" культурăпа курав центрĕ тунă килĕшĕве тĕпе хурса йĕркеленĕ.
"Выставкăн тĕп тĕллевĕ – ял çыннине вырăнтах тĕнче культурипе паллаштарасси, илеме туйма вĕрентесси. "21х21" проекта республикăри районсен хисепне шута илсе пурнăçланă. 21 районта ÿнер искусствинче чапа тухнă художниксен 21 картинине курса киленме пулать. Ку йышра И.Левитанăн, И.Шишкинăн, А. Боголюбов, А.Айвазовскин тата ыттисен ĕçĕсем пур. Курав çулталăк тăршшĕпех ĕçлет, унтан ĕçсене улăштараççĕ. Паян "21х21" проект Хĕрлĕ Чутайра тата пирĕн районта ĕçлет. Кашни районта уйрăм тема. Канашра – "Аслă Русь" курав экспозицине хатĕрлерĕмĕр. Выставкăна тăратнă картинăсене туянма та пулать, – терĕ "Радуга" культурăпа курав центрĕн директорĕн çумĕ Светлана Краснова. – Пирĕн Канаш тăрăхĕнчи пĕрремĕш мероприятине район администрацийĕн ĕçĕсене йĕркелесе пыракан Григорий Петров, вĕрентÿ управленийĕн пуçлăхĕ Юрий Алексеев, Уçырма вăтам шкулĕн 10-мĕш класс вĕренекенĕсем хутшăнчĕç. Ачасем тимлĕ итлени, картинăсенчен чылайăшне пĕлни савăнтарчĕ".
И.ВОЛОДИНА.