29 сентября 2010 г.
Шкулчченхи вĕрентÿ учрежденийĕсенче – ача сачĕсенче – ĕçлекенсен халĕ хăйсен уяв пур. Пĕчĕккисем валли кашни куна уяв пек туса паракансем çак хисепе чăннипех те тивĕç. Çĕр çине килнĕ çĕнĕ чунăн телейлĕ ачалăхĕпе малашнехи кун-çулĕ воспитателĕн ăс-хакăлĕнчен, унăн чăтăмлăхĕнчен, ача чунне ăнланма пултарнинчен нумай килет. Воспитательсем пулăшнипе ача садне çÿрекенсем çут çанталăк вăрттăнлăхĕсене ăнкарма тытăнаççĕ, Тăван çĕршыва юратма, ăна упрама вĕренеççĕ.
Шкулчченхи ÿсĕм – ача пурнăçĕнчи чи пĕлтерĕшлĕ те яваплă тапхăр. Ку ÿсĕмре унăн сывлăх никĕсĕ çирĕпленет, тавра курăмĕ аталанма пуçлать.
Уяв кунне те ăнсăртран палăртман. Унăн хăйĕн историйĕ пур. Раççейри пĕрремĕш ача садне Аделаида Семеновна Симоновичпа унăн мăшăрĕ 1863 çулхи сентябрĕн 27-мĕшĕнче Санкт-Петербургра уçнă. Заведение 3-8 çулти ачасене йышăннă. Садикăн программи хускануллă тата конструктор вăййисемпе пуян пулнă, Тăван çĕршыв çинчен курс та пулнă. Анчах та Симоновичшăн çакă çите-лĕксĕр пек туйăннă, вăл "Ача сачĕ" ("Детский сад") журнал кăларма тытăннă.
Хальхи вăхăтра пирĕн районта 1,5 çултан пуçласа 6,5 çулти ачасен йышĕ 2103, вĕсенчен 1173-шĕ ача садне çÿрет, 930-шĕ садик пулăшăвĕпе усă кураймаççĕ.
Паянхи куна шкулчченхи 68 ушкăн ĕçлет: ача сачĕсенче – 51, пуçламăш шкул-ача сачĕсенче – 9, шкулсенче 8 ушкăн.
2009 çулта вĕрентÿ учрежденийĕсенче реорганизаци пулнă пирки Çĕнĕ Аччари тата Ушанарти пуçламăш шкул-ача сачĕсенче шкулчченхи пĕрер ушкăн, Кăшнаруй тĕп шкулĕнче кĕске вăхăтлăх пĕр ушкăн уçрăмăр. 2010 çулта Янкăлчри "Путене" тата Вырăскас Пикшихри "Шанчăк" ача сачĕсенче хушма ушкăнсем ĕçлеме пуçларĕç. Кăçал çавăн пекех Вăтакас Татмăшри "Хĕвел", Ухманти "Пилеш" садиксенче тата Энтрияль шкулĕнче шкулчченхи ÿсĕмри ачасем валли ушкăнсем уçрăмăр.
Килес çул Шăхасанти 3-мĕш номерлĕ, Уçырмари "Хĕвел", Сиккассинчи "Хурăн", Карăклăри "Хĕвел", Вăтакас Кипечри "Гномик" ача сачĕсенче ушкăнсем, Матьшÿ ялĕнче садик уçма палăртса хунă. Сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне 380 ача садик черетĕнче тăрать.
Кăçал апрелĕн 12-30-мĕшĕсенче ача сачĕсен территорийĕсене тирпей-илем кÿрессипе конкурс иртрĕ. Унта пирĕн сферăри пур учреждени те хутшăнчĕ. Пĕтĕмлетÿсем тăрăх, Ухманти "Пилеш" садик (заведующийĕ В.Васильева) пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ, иккĕмĕш вырăнта Шăхасанти 1-мĕш "-лĕ "Хĕлхем" (С.Степанова), виççĕмĕшĕнче Уçырмари "Хĕвел" (А.Малова) ача сачĕсем.
Районти шкулчченхи вĕрентÿ учрежденийĕсенче тÿлевсĕр кружоксем ĕçлеççĕ, ачасем тĕрлĕ мероприятие хутшăнаççĕ. Шăхасанти, Чакаçри, Ухманти садиксенче ачасем логопед пулăшăвĕпе усă кураççĕ. Юлашки çулсенче ачасен калаçу чĕлхин аталанăвĕнче çитменлĕхсем нумай тупса палăртнипе логопеди ушкăнĕсем уçас ыйту çивĕч тăрать, çавăнпа та ку тĕлĕшпе специалистсем хатĕрлессипе ĕçсем палăртнă.
С.НИКОЛАЕВА, вĕрентÿ управленийĕн методисчĕ.