29 сентября 2010 г.
Ял тăрăхĕсен, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсене, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене суйламалли кун çывхарса килет. Районăн территори суйлав комиссийĕнче хĕрÿ ĕç пырать. Паянхи куна 71 суйлав участокĕ йĕркеленĕ, вĕсене вырнаçтармалли пÿлĕмсене палăртнă, суйлавçăсен списокне хатĕрленĕ, участоксенчи суйлав комиссийĕсен председателĕсемпе канашлу ирттернĕ.
Паянхи кун суйлавçăсен списокне тепĕр хут тĕрĕслеççĕ, суйлав бюллетенĕсем хатĕрлеççĕ, участоксем çирĕплетнĕ графикпа ĕçлеççĕ: 9 сехетрен 16 сехетчен (канмалли кунсенче 10 сехетрен 15 сехетчен), апат вăхăчĕ 12 сехетрен 13 сехетчен. Участоксенчи суйлав комиссийĕсенче ăнлантару ĕçĕсем ирттереççĕ. Ку енĕпе Асхва, Çеçпĕл, Сиккасси, Шăхасан, Карăклă, Уçырма тата ытти ял тăрăхĕсенче ĕçе аван йĕркеленĕ.
Суйлав комиссийĕсен членĕсем пĕтĕмпе 404 çын, суйлавçăсен йышĕ – 29497.
Суйлав агитацийĕ те вăй илчĕ. Депутат пулма кандидата тăратнă çынсем хăйсем çинчен "Канаш ен" хаçатра материалсем пичетлеççĕ, плакатсем, листовкăсем хатĕрлеççĕ. Кунта çакна та палăртса хăвармалла: Чăваш Республикин Саккунĕн 33 статйипе килĕшÿллĕн патшалăх тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен регистрациленнĕ кандидатсене, суйлав пĕрлешĕвĕсене агитаци мероприятийĕсем ирттерме пулăшмалла. Çавăнпа та, енчен те депутат пулма кандидата тăратнă çын ял тăрăхĕн пуçлăхĕнчен суйлавçăсемпе тĕл пулу йĕркелеме пулăшу ыйтсан, вырăнти пуçлăхăн ăна хирĕçлеме ирĕк çук. Районăн территори суйлав комиссийĕнче шута илнĕ 377 çын ял тăрăхĕн депутачĕ пулассишĕн, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ пулассишĕн – 61 çын (26 мандат валли), ял тăрăхĕн пуçлăхĕн вырăнне йышăнассишĕн 78 кандидат суйлав кампанийĕнче тупăшать (тăваттăшĕ хăйсен кандидатурине каялла илнĕ).
П.ЕФИМОВ, районти суйлав комиссийĕн членĕ.