29 сентября 2010 г.
Иртнĕ канмалли кунсем спорт мероприятийĕсемпе чăннипех те пуян пулчĕç. Нацисен кросĕ-сĕр пуçне тата Çĕнĕ Шелттем ялĕнче хăвăрт утакансен йăлана кĕнĕ Пĕтĕм Раççейри ăмăртăвĕсем иртнĕ. Çамрăк спортсменсем Раççей тата Чăваш Енĕн физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн, СССР спорт мастерĕн В.Красновăн парнисене çĕнсе илессишĕн вăй виçрĕç. Спортпа туслисен уявне уçнă çĕре район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов, ЧР физкультурăпа спорт министрĕн çумĕ А.Яковлев, Чăваш Ен Патшалăх Канашĕн депутачĕ К.Мифтахутдинов, ăмăртусен хуçи В.Краснов, Олимпиада çĕнтерÿçисем О.Ивановăпа В.Егорова, ытти сумлă çынсем хутшăннă. Владислав Васильевич хăйсен ăсталăхне çамрăк ăрăва панăшăн тренерсене, спорт ветеранĕсене тав тунă, пысăк çитĕнÿсем тума суннă.
"Спорт çынна вăйлă, илемлĕ, хăюллă, çирĕп кăмăллă тăвать. Вăл – çирĕп сывлăх çăл куçĕ, палăртнă тĕллев патне ăнтăлма, йывăрлăхсене çĕнтерме пулăшать. Çирĕм пĕрремĕш ĕмĕрти çамрăкăн спортпа туслă пулмаллах. Çапла тума пирĕн Чăваш Енре пĕтĕмпех пур, услови çителĕклĕ..." – тенĕ хăнасем.
Хамăр инф.