24 сентября 2010 г.
Аслисен тимлĕхĕсĕр юлнă ачасем пушă вăхăта "интереслĕ" ирттерме тăрăшаççĕ. Никам та асăрхаттарманнине кура алла час-часах шăрпăк тытаççĕ. Шăрпăк çутса пăхмашкăн шăпăрлансем чылай чухне пушă, никам та пурăнман çуртсене суйласа илеççĕ. Кун пек ашкăну вара инкекпе вĕçленесси те инçех мар.
Пушар хăрушлăхне сирсе ярас тĕллевпе эпир килте ытларах чухне ачасене "газ ан чĕрт, шăрпăк ан тыт" тесе асăрхаттаратпăр. Шăпăрлансене çакă вара пушшех те интереслентерет. Меллĕ самант тупса вĕсем хăвăрт хыпса илекен япаласене çунтарса пăхма тăрăшаççĕ. Анчах та инкек сиксе тухас пулсан епле майпа çăлăнса юлмаллине пĕлеççĕ-и-ха вĕсем. Çавăнпа та ачасене пушартан çăлăнмалли меслетсене пĕчĕклех вĕрентмелле.
Çак тĕллевпе авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа юпа уйăхĕн 6-мĕшĕччен районти шкулсенче тата ача сачĕсенче "Пушар хăрушсăрлăхĕ" уйăхлăх иртет. Çак тапхăрта ачасемпе калаçусем ирттереççĕ, пушар хăрушсăрлăх тематикипе конкурссем йĕркелеççĕ.
Е.СТЕПАНОВА, ВДПО инструкторĕ.