АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЯЛ ПУÇЛĂХНЕ СУДПА АЙĂПЛАНĂ

24 сентября 2010 г.

Шаккăл ял тăрăхĕн пуçлăхне РФ Уголовнăй кодексĕн икĕ статйипе айăпланă: ĕç вырăнĕпе усă курса саккуна хирĕçле ĕç тунăшăн тата улталанăшăн.

Следствипе суд палăртнă тăрăх, 2008 çулхи ноябрĕн 7-мĕшĕнче Шаккăл ял тăрăхĕн пуçлăхĕ вырăнти автомобиль çулĕсене юсаттарма коммерциллĕ организаципе контракт çырнă. Контрактпа килĕ-шÿллĕн подрядчик çулталăк вĕçлениччен ял тăрăхĕн бюджетĕнчен уйăрнă 335 пин тенкĕ укçапа палăртнă ĕçсене вĕçлеме шантарнă. Декабрĕн 16-мĕшĕнче ял пуçлăхĕ контрактпа пăхнă ĕçсене пĕтĕмпех пурнăçланă тесе суя акт хатĕрленĕ. Тĕрĕссипе вара подрядчик çулсене йĕркене кĕртме пуçăнман та, ĕçсен калăпăшĕ те документра кăтартнă суммăран пĕчĕкрех пулнă. Çапла вара Шаккăл ял тăрăхĕн бюджетĕнчен 105 пин тенкĕ пĕр усăсăр тăкакланнă. Район сучĕ ял пуçлăхне 2,5 çула условно йĕркепе ирĕкрен хăтарма йышăннă. Приговор саккунлă вăя кĕмен.

А.КСЕНОФОНТОВ, следователь.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика