24 сентября 2010 г.
Сăмахăм каллех çул çитмен çамрăксем пирки-ха. Вĕсенчен ман питĕ йĕркеллĕ çынсем ÿстерес килет. Усалпа çыхланасран асăрхантарас килет. Паллах, чи малтанах ашшĕ-амăшне хăйсен тĕпренчĕкĕ тĕлĕшпе тимлĕ пултарас килет. Кун пек хушу пама манăн ирĕк те çук пуль-ха, çапах та çамрăк ăру хăйне мĕнле тытнине сăнанă май пирĕн ачалăхри вăхăтсем куç умне тухаççĕ: атте-анне те çирĕп тытнă, ачапча тесе йывăр ĕç хушма хăраман, мĕн каланă – çавна пурнăçланă, кутăнлашман та, ачашланине астумастăп. Хамăртан аслăраххисенчен хăранă та, вăтаннă та, вĕсенчен пăрăнма тăрăшнă. Пĕр çулараххисем çитĕннисенчен уйрăм пулнă.
Кăçал çул çитмен çамрăксем тунă 6 преступлени шута илнĕ. Ку цифра ытти çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан пĕчĕкрех пулин те лăпланса лармаллине пĕлтермест. Аслисемпе çÿресе усал ĕç туса курнă ачасен малалла та преступлени тăвас туртăм вăйланать. Вĕсем кăмăл-туйăм çи-рĕплĕхĕ çуккине пула асли каланă сăмахран иртеймеççĕ, киревсĕр ĕç тăвассинчен пăрăнма шикленеççĕ. Çитĕннĕ "юлташĕ" вĕсене хытах юнаса хурать-ха та. Çак шухăша тĕслĕхпе çирĕплетме те пулать. Акă, Кайри Ăнтавăш ялĕнче çул çитмен çамрăксем пĕр киле çĕмĕрсе кĕреççĕ, кил хуçине хĕнесе хăвараççĕ. Пĕр харăсах икĕ преступлени тăваççĕ. Хĕтĕртсе тăраканни вара ачасенчен чылай аслă арçын пулнă. Ачасен судра явап тытма тивнĕ.
Çамрăксем нумай чухне пĕр-пĕринпе клубра хирĕçсе каяççĕ: урампа урам, ялпа ял ачисем çапăçаççĕ. Аманнă ача больницăна лекет, çакăн çинчен хыпар милици органĕсене çитет, следстви ĕçе пуçăнать, уголовнăй ĕç суда ăсанать. Çакăн пек йĕркепе вĕçленет усал ĕç. Çамрăклах милицие çакланни çын пурнăçĕнче ĕмĕрлĕх хура ят хăварать. Вăрăмпуçĕнче шкулта вĕренекен ача ашшĕ эрех ĕçнипе тарăхса çитнĕрен ăна вăйлах хĕнесе пĕтернĕ. Ашшĕн шалти органсем аманнă, ăна район больницин реанимаци уйрăмне леçнă. Арçын ачана судпа айăпласа виçĕ çула условно майпа ирĕкрен хăтарнă. Çак тапхăрта унăн йĕркене пăсма юрамасть, унсăрăн тĕрмене ларма тивет.
Ачасем сăлтавсăрах уроксене çÿременни, сиктерни, уроксенчен тухса тарни преступлени тунипе пĕрех. Урокран мĕншĕн юлнине çирĕплетсе пама вырăнти тухтăр е фельдшер панă справка кирлĕ. Вăл çук тăк – урокран юлма та сăлтав çук.
Çуралнă куна, ытти уява сăра-эрехпе паллă тăвасси йăлара çирĕпленсе пырать. Ачасен эрех ĕçме юрамасть! Сутуçăсем те 18 çул тултарман çамрăксене алкоголь продукцийĕ сутма юраманнине пĕле тăркачах сутаççĕ. Милици аллине çаклансан 30 пин тенкĕ штраф тÿлесси те хăратмасть вĕсене. Милицие ÿсĕрле лекнĕ çамрăка нарколог патĕнче учета тăратаççĕ, йĕркелĕх хуралçисем те ăна кулленхи тимлĕхсĕр хăвармаççĕ.
Паян районăн шалти ĕçсен пайĕнче çул çитмен 43 çамрăк учетра тăрать. Çак йышран 12-шĕ эрех-сăрапа туслисем, 14 çул тултаричченех преступлени тунисем, 16 çула çитичченех административлă йĕркене пăснисем те пур.
Çулсем çинче ачасен уйрăмах тимлĕ, асăрхануллă пулмалла. Кĕçех час тĕттĕмленме пуçлать. Çавăнпа та ачасен тумтир е сумка çинче çутатакан япала пулмаллах. Шаккăл шкулĕнче вĕренекенсемпе ирттернĕ тĕл пулура районăн шалти ĕçсен пайĕн çул çитменнисемпе ĕçлекен аслă инспекторĕ Л.Антонова çÿлерех илсе кăтартнă тĕслĕхсене питĕ ăнланмалла каласа кăтартрĕ. Шаккăл шкулĕнче ачасене çутатакан лента валеçсе панă.
Шкул ачисемпе сывпуллашсан эпир – районти милицин çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен инспекторĕсем Л.Антоновăпа А.Иванова, райадминистрацин çул çитмен çамрăксен прависене хÿтĕлекен комисси секретарĕ В.Ковшова, вĕрентÿ управленийĕн социаллă педагогĕ Н.Павлова тата эпĕ – Кивĕ Ахпÿрт ялĕнчи нумай ачаллă, йĕркесĕр шутланакан çемьери пурнăç условийĕсемпе паллашрăмăр. Мĕншĕн йĕркесĕр; Çемьере пилĕк ача, кĕçĕннисем виççĕшĕ пĕринчен тепри пĕчĕк. Ачасен ашшĕ те, амăшĕ те ниçта та ĕçлемеççĕ. Амăшĕ темиçе кун, тепĕр чухне эрнипех киле килмесĕр ĕçсе çÿрет. Юрать-ха ватă аслашшĕпе асламăшĕ пур. Вĕсем ачасене пăхаççĕ, хĕрхенеççĕ. Эпир пынă вăхăтра çуртра çын нумайччĕ. Çитĕннĕ пилĕк арçын, мухмăрлăскерсем, пĕчĕк ачасен умĕнчех пирус мăкăрлантараççĕ. Хăйсем каланă тăрăх, Мускавран тăванĕ килнине уявлама пуçтарăннă иккен вĕсем. Ачасен ашшĕ те, амăшĕ те вĕсемшĕн хыпса çунни сисĕнмерĕ. Унсăрăн: "Эпĕ нумай ĕçмен вĕт, çитменнине тата хĕрлĕ эрех кăна", – тесе каламан пулĕччĕç. Хĕрлĕ эрех, мĕн, эрех мар-им тата; Вăл та ÿсĕртет-çке. Ман шутпа, çумра ача пур çыннăн хăй хырăмĕшĕн мар, ачашăн, унăн сывлăхĕшĕн хыпăнмалла. Йĕркеллĕ çемьесенче çапла тăваççĕ те.
И.АНДРЕЕВА.