АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » МАЛТАН ТĔПЛĔН ШУТЛĂР

24 сентября 2010 г.

Пирĕн çĕршывра 90-мĕш çулсен çурриччен ача çуратассинчен сыхланмалли мел хырăм пăрахасси пулнă. Çавăнпа та хырăм пăрахасси (аборт) – "хĕрарăмăн шăпи", ăна кашни хĕрарăмах тÿссе ирттерет текен шухăш паян кунчченех пурăнать. Анчах та çак утăма тума шутланă хĕрарăмсенчен чылайăшĕ хăйсен пурнăçне ĕмĕрлĕхех хуçса хăварма пултарассине пĕлмеççĕ те.

Хырăм пăрахни – çие юлассинчен сыхланмалли меслет мар. Вăл варта тĕвĕленме пуçланă чуна искусствăлла майпа вĕлерни. Ăна хирурги мелĕпе пурнăçлаççĕ. Çие юлнин срокĕ мĕн чухлĕ сахалрах, операци йывăрлăхĕ те çавăн чухлĕ пĕчĕкрех. Хырăм пăрахнă хыççăн хĕрарăмăн арлăх органĕсем чирлесе каяс хăрушлăх пур, çакă пĕтĕмпех аборт мĕнле иртнинчен килет.

Аборт хĕрарăмăн организмне пысăк витĕм кÿрет: гормонсен ĕçĕ пăсăлать, вĕсен ĕçне йĕркелесе яма вара темиçе уйăх, çул кирлĕ. Хырăм пăрахнă хыççăн нумай хĕрарăмăн депресси пуçланать. Çавăнпа та психолог патне кайма, унран пулăшу ыйтма ан вăтанăр.

Аборт хыççăн икĕ эрне йывăр ĕçлеме, виçĕ эрне ар хутшăнăвне кĕме, ваннăра, бассейнра, пĕве-кÿлĕре шыва кĕме юрамасть. Хĕрарăмăн ÿт-пÿ температурине, ар çулĕсенчен тухакан япаласене, тула мĕнле тухнине сăнаса тăмалла.

Гигиена. Ар органĕсене кунне икĕ хутчен вĕретнĕ шывпа е марганцовкăн вăйсăр растворĕпе çумалла. Душ айĕнче çăвăнмалла. Аборт тунă хыççăн чирлесе каяс мар тесен хырăм пăрахмалла мар. Тухтăрпа канашласа çие юласран сыхланмалли мел суйласа илĕр. Регулон, новинет, линдинет-30, три-регол, диане-35, джес, марвелон йышши препаратсене аборт хыççăнах усă курма сĕнеççĕ. Çапла вара сывлăхлă пулăр! Хырăм пăрахиччен тĕплĕн шутласа пăхăр: кирлех-ши çак утăма тума.

Р.СКВОРЦОВА, акушер.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика